Турă, Патшана сыхла
Курӑнакан калӑплав
(Боже, Царя храни ҫинчен куҫарнӑ)
Шаблон:Раççей гимнĕсем «Турă, Патшана сыхла», — Раççей империйĕн патшалăх гимнĕ. Малтанхи вариантне Жуковский Василий Андреевич 1815 çулта акăлчансен «God save the King» патшалăх гимнĕн кĕвви çине çырнă.
Сăмахĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Турă, Патшана сыхла!
Хăватлă, тăрăмлă,
Пире чапа хăпартса патшалан,
Тăшмана хăратса патшалан,
Православи патши.
Турă, Патшана сыхла!
Турă, Патшана сыхла!
Чыслăскерне вăрăм ĕмĕр
Пар Çĕр çинче!
Мăнаçлисене лăплантаракан патне:
Халсăррисене усракан патне,
Пурне те йăпануçă патне —
Пĕтĕмпех тивĕçтер!
Тăрăмлă пĕрмĕш
Православи Руçне
Турă, сыхла!
Çĕр-шыва йĕркеллĕх,
Хăватне тăнăçлăх, -
Пĕтĕм усалли,
Куçран çухалах!
Эй, провидение,
Пехил
Пар пире!
Ырлăха ăнтăлма,
(Ă)раскалра лăпкăлăх,
Хуйхăра чăтăмлăх
Пар Çĕр çинче!
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Вырăс гимнĕсен музейĕнчи 2005 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. «Турă, Патшана сыхла!»
- Жуковский тексчĕ çине Львов хайланă ал çырав темиçе аудиоçыравĕсен литографиленĕ копи 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ. нотисем.