Булаткин Николай Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Булаткин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Николай Булаткин
Çуралнă чухнехи ят: Булаткин Николай Иванович
Çуралнă вăхăт: 1958, çурла, 6
Çуралнă вырăн: Хирлӳкасси ялĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш АССР, СССР
Професси: драма артисчĕ
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg Flag of Russia.svg
Театр: Чăваш патшалăх К. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ
Чыславсем: Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ

Булаткин Николай Иванович (1958, çурла, 6, Чăваш АССР, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Хирлӳкасси ялĕ çур.), — чăваш драма актёрĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1958 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хирлӳкасси ялĕнче çуралнă. 1975 çулта Пандиковăри сакăр çул вĕренмелли шкула вĕренсе пĕтерсе Çĕнĕ Шупашкарти СГПТУна вĕренме кĕнĕ. Ăна 1978 çулта вĕренсе пĕтернĕ. 1978 çулăн авăн уйăхĕнчен пуçласа 1983 çулччен Мускаври М.С. Щепкин ячĕллĕ театр училищинче пĕлӳ пухнă.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Унăн пултарулăхĕ уйрăмах çак рольсенче паларнă: Чеховăн «Хирургия» пьесинчи фельдшер; Маривăн «Игра любви и случая» пьесинчи Арлекин; Тургенев çырнă «Бирюк» пьесинчи Бирюк. Николай Булаткин кулăшла та драмăлла пьесăсенче те выляма пултарни курăнать. Академи театрĕнче нумай çул ĕçлесе вăл нумай роль вылянă:

  • М. Горькийĕн «На дне» пьесинче — Татарин;
  • В. Ржановăн «Курам на смех» пьесинче — Канцеляров;
  • П. Осиповăн «Айтар» пьесинче — Дружко;
  • А. Артемьевăн «Салампи» пьесинче — Шамбулкин;
  • Е. Никитинăн «Вăрланă хĕр» пьесинче — Сартун;
  • Н. Сидоровăн «Шальная ночь» пьесинче — Толян;

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]