Бурнаевский Валентин Григорьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Бурнаевский Валентин Григорьевич — маринист, çыравçӑ, прозă ӑсти. 1927 çулхи чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Куйбышев облаçĕн (халӗ Самар облаҫӗ) Кушкă районĕнчи Ваҫлавкка ялĕнче çуралнă – 2007 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Шупашкар хулинче вилнӗ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1944-1950 çулсенче флотра хĕсметре тӑнӑ. Саппаса тухнă хыççăн Шупашкарти электроаппарат савăтĕнче(выр.)чăв., 1952-1961 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин тĕрĕслевçи (корректорĕ) пулса ĕçлĕнĕ.

1962 çултанпа СССР ÇП пайташĕ шутланать.

А. М. Горький ячĕпе хисепленсе тăракан литература институчĕнче вĕреннĕ. «Ялав» журнал редакцийĕн литература ĕçченĕ пулнă.

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пичĕтленсе тухнă кĕнекисем:


  • «Тинĕс хумханать»[2] (1957);
  • «Чапаев çинчен» (1962);
  • «Тинĕс хуралçисем» (1963);
  • «Чапаев лётчикĕсем» (1969);
  • «Адмирал мундирĕ» (1971)
  • тата ыттисем.

Чылавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1997)

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сементер, Ю. Пичетлĕ хут : Валентин Бурнаевский çуралнăранпа 85 çул çитнĕ май / Ю. Сементер // Тӑван Атӑл. – 2012. – № 11. – С. 64-68 : фот.

Бурнаевский Валентин Григорьевич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 49-50.

Тимуков, А. Н. Бурнаевский Валентин Григорьевич / А. Н. Тимуков // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 265.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]