Самар облаçĕ
Самар облаçĕ | |||||
| |||||
Тĕп хули | Самар | ||||
---|---|---|---|---|---|
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
50 53 565 км² | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
12 3 142 683 çын патнелле (2023) | ||||
Федераци тăрăхĕ | Атăлçи Федераллă Округĕ | ||||
Экономика регионĕ | Атăлçи экономика районĕ | ||||
Регион номерĕ | 63,163 | ||||
Патшалăх чĕлхисем | вырăс | ||||
Губернатор | Азаров Дмитрий Игоревич | ||||
Кĕпĕрне думин председателĕ | Котельников Геннадий Петрович | ||||
Гимн | Самар облаçĕн гимнĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ UTC+4, MSK+1 |
Самар облаçĕ (выр. Самарская область) — Раççейĕн Европа енчи пайĕн кăнтăр-тухăçĕ енче, Атăлăн вăтам юхăмĕнче, вырнаçнă облаç. Тĕп хула — Самар. Атăл федераци тăрăхĕнче, Атăл экономика районĕнче кĕрет.
Область çурçĕртен кăнтăралла 335 çухрăма, анăç енчен тухăç енелле 315 çухрăма сарăлнă.
Самар облаçĕ Сарăту, Ăренпур тата Чĕмпĕр облаçĕсемпе те Тутарстан Республикипе Раççей Федерацийĕн субъекчĕсемпе, тата Казахстанăн Анăç-Казахстан облаçĕпе чикĕленет.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Самар облаçĕн историйĕ ĕлĕк-авалтан тухать, çакăн пирки археологсем тунă ĕçсем çирĕплетеççĕ. Палеолит эпохинчех кунта малтанхи çынсем тăнă вырăнсене тупнă. Бронза тата тимĕр ĕмĕрĕсенче тăнă вырăнсен шучĕ ӳссе пынă, нурăнан халăх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, çĕр çинче тар юхтарнă тата ремесло ĕç-тăвăмĕпе тăрмашнă[1].
Тури палеолит тапхăрĕнче вутчулĕнчен тунă япаласене (нуклеусы, çĕçĕ евĕрлĕ пластинăсем, хырмаллисем) Самар территоринчи Постник çырминче тупнă. Чаллăпуç районĕнчи Сиделькино ялĕ çумĕнчи Маяк сăрчĕ çинче тупнă палеоантропологие кирлĕ япаласене 11,55 пин çул маларах тунă теççĕ. Çаплах, çак сăрт çинче мезолит тапхăрĕнчи сийри япаласене те тупнă. елша археологи культурин (Елшанка, Хĕрлĕ Çыр, Сиделькино) çынсем пурăннă вырăн неолит тапхăрĕнче пулнине палăртнă[2].
Кайранхи пăхăр — ирхи бронза ĕмĕрĕнче (5300 — 4700 çул каярах) Самар çумĕнче яма археологи культурин R1b гаплогруппăн Y-хромосомăллă çыннисем пулаççĕ[3].
III тата VII ĕмĕрсем хушшинчи тапхăрта именьково культурин хулашĕсемпе пурăнан вырăнсене тупнă. VII ĕмĕрте Вăтам Атăл çине пăлхарсем килсен, именьковсен палăкĕсем пĕтеççĕ. Именьковсен пайĕ пăлхарсемпе хутăшса кайнă, теççĕ, тепĕр пайĕ анăç еннелле, Тăнăварпа Тан хушшине куçса кайнă, унта вĕсем вара волынцево культурине туса хунă[4], çак вырăнта пурăннă колочино тата пеньково культурсемпе пĕрлешсе кайнă, вĕсем Киев Руçĕн никĕсне хывакансем шутланаççĕ.
IX ĕмĕрĕн вĕçĕнче — X ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Самар Кукри Атăлçи Пăлхар йышне кĕнĕ. Х ĕмерте çак патшалăхăн айăккинче алăсталăхне аталантарса тата юркăн халăхсемпе сутă-илӳ туса пынă Мурăм хули никĕсленсе ларать. Çак йăла-йĕрке монголсем тапăнса килнипе пăчланаççĕ.[1]
Самар никĕсленсе ларнă вырăн пирки пĕрремĕш калани 1357 çулта Сăваплă Алексий, Мускав тата Мĕнпур Руçĕн митрополичĕ, Уртаран таврăннă чухне, Самар шывĕ вăрринчен инçех мар пĕчченех пурăнакан ырă чыслă çын патне кĕнĕ те, таврашĕнчи капăр вырăнсене пăхса, мăн хула пуррине пĕлтернĕ[5].
Самар Кукри таврашĕнчиепурăнан вырăнсене, çав шутра Самар юханшыв Атăла кĕнĕ çĕрти пристань патĕнчисене те, вырăссен çулçырăвĕсенче 1361 çулта асăнни пур, Samar пристань-вырăна пĕрремĕш Пицигано венеци купсисем 1367 çулта палăртнă[6].
Самара 1586 çулта Фёдор Иоаннович патша хутайĕпе юханшыв çинчи карапсене хӳтĕлекен тата чикĕсене сыхлакан карман туса никĕсленĕ. Çурт-йĕре тăвакансене Г. О. Засекин кнеç вăйпут ертсе пынă[5].
XVII—XVIII ĕм. Самар Ен çĕр ĕçлевçисен икĕ вăрçин эпицентрĕнче пулнă. 1670 çулта Самара Степан Разин çарĕсем ярса илнĕ, 1773 çулта халăх Емельян Пугачёва хула хапхине уçса панă[7].
Хальхи Самар облаçĕн территорине Раççей йышне XVI ĕмĕрĕн варринче, Хусанпа Аçтăрхан ханлăхĕсене Мускав патшалăхĕ çумне хушсан, кĕртнĕ. XVII—XVIII ĕмерсенче Вăтам Атăлçи çĕрĕнче çĕршыври урăх районсенчен тата ютçĕр çыннисем (сăмахран, Атăл нимĕçĕсем) килсе вырнаçнă. 1688 çулта Самара уес хули статуса панă[6]. XIX ĕмĕрĕн варринченпе Самар енре экономика енĕпе аталанса кайнă, Самар Раççейри тырă пасарĕн паллă центрĕ пулса тăнă, çакна пула хулара сутă-илӳ тата промăçлăх ӳснĕ. 1850 раштавăн 6-мĕшĕнче I Николай император Тытăмлакан Сената Самар кĕпĕрнине 20 пин çынлă Самар хулинче центрне тăвас хутай çырса панă[5]. 1851 çултанпа Самар — пĕр ятлă кĕпĕрнен центрĕ Самар пулса тăнă. 1856 çул тĕлне хулара 3,19 %, ялсенче — 96,81 % çын пурăннă[7].
Крепость тивĕç-ирĕкне пăрахăçласан вырăнти экономика аталанса каять, халăх пурнăçĕ лайăхланать. Чукун çул туни тата Атăл çинчи юханшыв транспортне аталантарни сутă-илӳпе промăçлăха хăпартса ярать. Самар патшалăха Çĕпĕрпе тата Вăтам Азипе çыхăнтаракан мăн транспорт çыххи пулса тăрать.[6]
XIX ĕмĕрĕн вĕçнелле Самарта 46 савутпа хапрăк шутланнă, вĕсенче 2,5 пин çын ĕçленĕ. Архитектура енĕпе чи пахи сăра тăвакан савут пулнă. 1880 çулта Атăл урлă Сызрань тĕлĕнче халĕ те тĕрĕс-тĕкел Александр чукун çулне туса лартнă. 1890 çулта пĕрремĕш электростанцине хута янă. 1917 çулта Самарта 90 промăçлăх предприятийĕ, механизациленĕ çăкăр савучĕ, 3,5 млн пăт тырă калăпăшлă элеватор ĕçленĕ. Хулара пурăнан халăх 150 пине çитнĕ[8].
Вырăс революцийĕпе Граждан вăрçи хыççăн Самар кĕпĕрнинче влаç алран ала куçнипе çыхăннă хаяр ĕçсем пулса иртнĕ. Юпан 25-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) Самарта совет влаçĕ çĕнсе илнĕ, 1918 çулхи çĕртме уйăхĕнче Чехословак корпусĕ пăлханăвĕ, çĕртмен 8-мĕшĕнче, чехословаксен хӳттипе, Самарти Йĕркелев пухăвĕн пайташĕсен пайĕ КОМУЧăн Вăхăтлă правительствине туса хунă, вăл Самарта совет влаçне юпан 6-мĕшĕче тавăриччен ĕçленĕ. Ăренпур тата урал касакĕсем кĕпĕрнен кăнтăрĕпе рейдсем ирттернĕ, Тухăç фрончĕ хăйĕн вăйĕсене А. В. Колчака хирĕç тăма хатĕрленĕ. Самар кĕпĕрнинче пурăнан халăх та тĕрлĕ еннелле куçнă. Промăçлăх центрĕсен ĕçлевçисем тата çĕр ĕçлевçисен пайĕ совет влаçне майлă тăнă пулсан, хăшпĕр ялсенчи çынсем большевиксен вăрçă коммунизмĕ политикине хирĕç тăнă (Чаппан вăрçи).
1928 çулта, администрациллĕ-территориллĕ реформăсене тунă хыççăн, Самар Вăта Атăл Енĕн центрĕ пулса тăнă. 1935 çулта Самара Куйбышев ята (1990 çулчен), Вăта Атăл Ене — Куйбышев Ен ята куçарнă. 1936 çул тĕлне Куйбышев енĕнче каллех реформа тунă хыççăн Ăренпур, Пенза облаçĕсем тата Мордва АССР уйрăлса кайнă. 1943 çулта Куйбышев облаçĕнче Чĕмпĕр облаçне кăларнă. Çак самантран Куйбышев облаçĕ хальхи чикĕсенче майлашăннă.
Пĕрремĕш пиллĕкçуллăхсенчи индустриализацире Куйбышев облаçĕнче Чапаевск хулинчи революцичченхи вăрçă савучĕ базинче сирпĕнтерекен тата наркăмăшлантаракан япалалăхсем тата вăрçă хатĕрĕсем тăвакан савутсене хута кĕртнĕ, çаплах облаçре урăх хӳтĕлев предприятисене ĕçе янă. 1930-çулсен вĕçĕнче ГУЛАГа хупса лартнă çынсене Куйбышев гидроçыхăва тума пуçтарнă, анчах нефть тупнине пула ĕçе чарса лартнă.
Облаç тытамлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Облаç йышне 10 хула тăрăхĕпе 27 район кĕрет[9].
Облаçре пурĕпе 161 чăваш ялĕ.
- Хуласем облаç пĕлтерешпе (хула тăрăхĕ):
- Районсем (муниципаллă районсем):
- Алексеевка районĕ
- Пиçенчĕк районĕ
- Пăхат районĕ
- Мăн Чăтлăх районĕ
- Мăн Чернигов районĕ
- Пайрак районĕ
- Атăл районĕ
- Йăлхав районĕ
- Исаклă районĕ
- Хăмăшлă районĕ
- Кинел Черкас районĕ
- Кинел районĕ
- Клевлĕ районĕ
- Кушкă районĕ
- Красноармейское районĕ
- Хĕрлĕ Яр районĕ
- Нефтегорск районĕ
- Пестравка районĕ
- Похвиçнĕ районĕ
- Атăлçум районĕ
- Серкĕски районĕ
- Ставропăль районĕ
- Сызрань районĕ
- Хворостянка районĕ
- Чаллăпуç районĕ
- Шунтал районĕ
- Шикун районĕ
Тĕрлĕ халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1989 ç.[10] | 2002 ç. | |
---|---|---|
Вырăссем | 2.720.171 | 2.708.549 |
Тутарсем | 115.280 | 127.931 |
Чăвашсем | 117.914 | 101.358 |
Мордвасем | 116.475 | 86.000 |
Украинсем | 81.720 | 60.727 |
Эрменсем | 4.162 | 21.566 |
Азербайджансем | 6.320 | 15.046 |
Казахсем | 14.233 | 14.918 |
Белоруссем | 19.914 | 14.082 |
Нимĕçсем | 10.381 | 9.569 |
Пушкăртсем | 7.495 | 7.885 |
Еврейсем | 13.572 | 6.384 |
Узбексем | 3.831 | 5.483 |
Чикансем | 4.981 | 5.244 |
Таджиксем | 1.398 | 4.624 |
Марисем | 4.433 | 3.889 |
Грузинсем | 1.973 | 3.518 |
Молдавансем | 2.509 | 2.364 |
Удмуртсем | 1.758 | 1.608 |
Корейсем | 564 | 1.462 |
Поляксем | 1.400 | 1.263 |
Чеченсем | 474 | 1.193 |
Лезгинсем | 674 | 1.126 |
Харпăр халăхне кăтартманнисем | 1.758 | 22.489 |
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Промăçлăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Транспорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паллă ентешсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1 тата 2 dt.samregion.ru История Самарского края.
- ^ Археологическая экспозиция «Бесценная россыпь эпох» // Музей им. П. В. Алабина. çăлкуçран архивланă 20 Чӳк уйӑхӗн 2015.
- ^ Massive migration from the steppe is a source for Indo-European languages in Europe
- ^ Седов В. В. Очерки по археологии славян. М., 1994. С. 59-63.
- ^ 1, 2 тата 3 Департамент туризма Самарской области.
- ^ 1, 2 тата 3 dt.samregion.ru
- ^ 1 тата 2 История Самарского края.
- ^ История САмарского края.
- ^ Устав Самарской области.
- ^ http://www.ssu.samara.ru/~povolzje/Nacion.htm 2007 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Алексушин Г.В. Самарские губернаторы. — Самара: Самарский дом печати, 1996.
- И. В. Носков Оценка состояния транспортной инфраструктуры Самарской области // Известия Самарского научного центра Российской академии наук : журнал. — Самара — В. Известия Самарского научного центра Российской академии наук. — Т. 8.
- Географическое краеведение Самарской области: учебное пособие для студентов и учителей: в 2-х частях. Часть I: История и природа / М. Н. Баранова, О. В. Воробьёва, С. А. Ибрагимова, Г. С. Калёнов, Л. Ф. Ляховская, Ф. А. Никитин, С. А. Журавлёва, И. П. Шиманчик. — Самара: СГПУ, 2009.
- Атлас Самарской области / Сост.: В. В. Шнырёв, В. Н. Гнатишин, Г. С. Калёнов, В. И. Матвеев, С. В. Савина, Ю. В. Симонов, А. В. Виноградов, Л. Ф. Ляховская, Д. В. Магдеев, Н. Л. Небритов, В. П. Ясюк. — М.: Роскарто-графия, 1999.
- Физическая карта Самарской области / Отв. ред. В. В. Шнырёв. — Сама-ра: Роскартография, 1999.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Влаç органĕсем
- Самар облаçĕн праительстви 2005 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Самар облаçĕн саккун тăваслăхĕ
- Самар облаçĕн физкультурăпа спорт департаменчĕ
- Самар Кĕперни Думи 2010 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Территориальный орган федеральной службы государственной статистики по Самарской области 2015 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Управление Федеральной регистрационной службы по Самарской области 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Состав Самарской области по ОКАТО
Тĕрлĕ
- Самар облаçĕн мĕнпур этем пĕрлĕх транспорчĕ
- Политика Самар облаçĕнче
- Самар хыпарĕсен порталĕ 2010 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
Самар облаçĕ | |||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Самар Районсем: Алексеевка районĕ | Пиçенчĕк районĕ | Пăхат районĕ | Мăн Чăтлăх районĕ | Мăн Чернигов районĕ | Пайрак районĕ | Атăл районĕ | Йăлхав районĕ | Исаклă районĕ | Хăмăш районĕ | Кинель Черкас районĕ | Кинель районĕ | Клевлĕ районĕ | Кушкă районĕ | Красноармейское районĕ | Хĕрлĕ Яр районĕ | Нефтегорск районĕ | Пестравка районĕ | Атăлçум районĕ | Серкĕски районĕ | Ставропăль районĕ | Сызрань районĕ | Хворостянка районĕ | Шăнтал районĕ | Чаллăпуç районĕ | Похвиçнĕ районĕ | Шикун районĕ | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
Раççей Федерацин Атăл федераци тăрăхĕ | ||
---|---|---|
Раççейĕн федераци тытăмлăхĕ |
||
---|---|---|
Республикăсем | ||
Енсем |
Алтай • Байкал Лешьен • Камчатка • Краснодар • Красноярск • Перĕм • Ставрополь • Тинĕсçум • Хабаровск | |
Облаçсем |
Амур • Архангельск • Аçтăрхан • Ăренпур • Белгород • Брянск • Владимир • Волгоград • Вологда • Воронеж • Иваново • Иркутск • Запорожье1 • Калининград • Калуга • Кемĕр • Киров • Кострома • Курган • Курск • Ленинград • Липецк • Магадан • Мурманск • Мускав • Новгород • Омск • Орёл • Пенза • Псков • Ростов • Рязань • Самар • Сарăту • Сахалин • Свердловск • Çĕн Çĕпĕр • Смулен • Тамбов • Тĕвер • Томск • Тула • Тĕмен • Херсон1 • Челепи • Чĕмпĕр • Чулхула • Ярославль | |
Федераци шайĕнчи хуласем | ||
Автономиллĕ облаç | ||
Автономиллĕ тăрăхсем | ||
1 Тĕнчери йышăннă Украинăн территорисенчи • 2 Архангельск облаçне кĕрет • 3 Тĕмен облаçне кĕрет |