Контент патне куҫ

Матвеева Валентина Борисовна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Валентина Матвеева ҫинчен куҫарнӑ)
Валентина Матвеева
Тулли ят паллă мар
Çуралнă вăхăт паллă мар
Çуралнă вырăн Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Патшалăх СССР,
Раççей
Профессисем юрăç
Жанрсем чăваш эстради

Валентина Матвеева — чăваш юрăçи. "Шăнкрав курăкĕ", "Юрату сăмсахĕ" тата ытти хăшпĕр юрăсене чăн малтан халăх патне çитерекенĕ.

1970-мĕш çулсен иккĕмĕш çурри. Чăваш Енти Трак ялĕ. Ун чухне унта Уренгой-Помар-Ужгород пăрăх тăрăх газ уçлакан станци те пулман-ха. Ялти вăтам щкулта пĕтĕм çĕршыври ытти чылай çĕрти пекех вокалпа инструментсен ансамблĕ (ВИА) йĕркеленнĕ.

Шупашкар завочĕсенчи ансамбльсем хăйсен вăл вăхăтри чи çĕнĕ те хăватлă аппаратурипе тума пултарайман шлягерсене ялти шкул ачисем уроксем хыççăн пушă класра çыртарнă.

Валентина Матвеева пирки нимĕнех те паллă мар. Трак районĕнчи Яманак ялĕнчен. Интернетра ак мĕнле хыпар пĕлме пулать[1]:

<Куçару: 44. валера çырать: сентябрь, 22, 2011, 19:56 хуравламалла

ку юрă кивĕскер эп астăвап мĕнле ку юрра юрланă тен Трак районĕчи Яманакри чи пĕрремĕш хĕр шкул ансамблĕпе Трак вăтам шкулĕнчен вара ансаттăн каласан ватти-вĕтти пурте киленеттĕмĕр пулнă ку 70-мĕш çулсен вĕçĕнче хайхи чипер хĕре ВАЛЕНТИНА МАТВЕЕВА тетчĕç>

Илсе кăтртнă тĕслĕхре "Шăнкрав курăкĕ" юрă пирки сăмах пырать-ха. Анчах та "Юрату сăмасахĕ" юрă та унпа пĕр вăхăталлах халăх хушшинче сарăлнă, çут тĕнчене кăлараканĕсем те пĕр çынсемех пулнă пулмалла. Борис Чиндыков çырнинчен[2]:

Кам чĕрине кăна тыткăнламан пуль шкул ансамблĕнчи çамрăк чăваш хĕрĕн хĕрарăмăнни пек кăкăртан тухакан туйăмлă, çав вăхăтрах пĕчĕкке хĕрачанни пек таса сасси? Иăнăшмастăп пулсан, çав хĕрачана, чăвашсен пĕрремĕш поп-çăлтăрне, Валя Матвеева тесе чĕнетчĕç пулас. Мĕн тури аслă антăху хуçаланнă иккен чăваш çамрăкĕсен чунĕ-чĕринче тăван чĕлхеллĕ поп-музыкăшăн: Степанов юррисем самантрах Чăваш Çĕрĕн пĕтĕм анлăшĕпе сарăлаççĕ. Шупашкар завочĕсенчи ансамбльсем хăйсен вăл вăхăтри чи çĕнĕ те хăватлă аппаратурипе тума пултарайман шлягерсене ялти шкул ачисем уроксем хыççăн пушă класра çыртараççĕ. Мĕнре-ши сăлтавĕ? Мĕне кура тÿрех, пĕр шутласа тăмасăрах йышăнчĕ вĕсене чăваш çамрăклăхĕ? Кам астумасть пуле Валя Матвеевăн вилĕмсĕр сассине:

Сарă хĕр çÿрет

Кÿл хĕрне,

Каçсерен кĕтет

Савнине...

Е тата:

Эс йĕретĕн-и,

Эс чĕтретĕн-и,

Ма салхуллă сан

Иăл куллу? (Вениамин Пехил сăвви.)

Çамрăк ăрăвăн хăнеевĕр чун йăпанăвĕ, кăмăл уççи пулса тăчĕç çак юрăсем. Чăвашрадио 1969 çултан пуçласа ирттернĕ «Çулталăкри чи лайăх юрăсем» конкурсăн 1979-мĕш çулхи çĕнтерÿçисем пулмаллискерсем, Илья Степановăн çак икĕ юрри —«Сарă хĕр юрри» тата «Шăнкăрав курăкĕ»—пĕрремĕш вырăн йышăнаймаççĕ, мĕншĕн тесен «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн хаяр реплики хыççăн конкурса ирттерекенсем ăна чарса лартаççĕ; çапла вара Чăвашрадио 79-мĕш çулхи чи лайăх юрăсене па-лăртмасăрах хăварать (çакăнпа пĕрлех конкурсĕ хăй те вунă çуллăха хупăнать).

Кунта юрăç çумне "черете" палăртакан номер ("пĕрремĕш") çакса хума хăтланнă-ха та, ытти енчен аванах кăтартнă пулĕ "Валентина Матвеева феноменне" тата ăна халăх çине тухма пулăшакансене.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Чăваш эстради. Шăнкрав курăкĕ. 2017 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ. (комментарисене пăхăр)
  2. ^ Чиндыков, Борис ЧАВАШ ПОП-МУЗЫКИ: УМТАПХĂР.