Контент патне куҫ

Валинке

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Валинкке (мусăк ушкăнĕ) ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Валинкке (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Валинкке — шăхлич евĕрлĕ мусăк инструменчĕ.

Валинкке
Жанр чăваш мусăкĕ
Çулсем 1970 - хал. вăх.тер
Патшалăх Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Чĕлхесем чăваш, вырăс
Йыш çын

Шаблон:Сортлани: ӳкерчĕксемпе

ВалинккеЧăваш Енри Элĕк районĕнчи чăваш халăхĕн юрăпа ташă пултарулăхĕн ушкăнĕ.

Тури чăвашсен юрри-ташшине, йăли-йĕркине упракан фольклор ушкăнĕ утмăла яхăн çынран тытăнса тăрать.

Ертӳçĕ — Лидия Васильевна Филиппова.

Валинкке йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш ташă-юррин пĕрлешĕвĕ çул ӳсĕмĕпе виçĕ ушкăна пайланать: аслисен, вăтаммисен, тата ача-пăчасен. Пурĕпе «Валинккере» 60 яхăн çын — вĕрентӳçсем, шкул ачисем, тухтăрсем, пенсионерсем, культура ĕçченĕсем тăрăшаççĕ.

Мусăкçăсем авалхи чăваш инструменчĕсемпе, çав шутра палнай, най, хупху, тутут, кавал, параппан, усă кураççĕ.

Ача-пăча ушкăнĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

"Çеçпĕлсем" ача-пăча ушкăнĕн репертуарĕнче сăпка юррисем, вăйă юррисем, ташăсем, такмаксем, вăйасем, юмахсем. Вĕсем уява, йăла-йĕркене хутшăнаççĕ. Ачасен ушкăнĕ «Черчен чечексем» («Цветы Чувашии») тата ««Пĕчĕк çеç путене»» («Перепелочка») фестивалĕсен лауреачĕ ятне тивĕçнĕ.

Кунçул тата ĕç-хĕл

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Валинке ушкăна 1970 çулта Элĕкри культура керменĕн директорĕ Любовь Михайловна Константинова тăрăшнипе пуçтарнă.

1995-2001 çулсенче коллектива Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшĕнчи фольклор уйрăмĕнче пĕлу илнĕ Алина Афанасьева ертсе пынă.

1995 çулта Волгоград хулинче иртнĕ «От Волги до Дона» (Атăлпа Тан хушшинче) фестивале хутшăннă.

2000 çулта Валинке Ăренпур облаçĕнче чăваш культурин фестивалĕнче хăйĕн пултарулăхне кăтартать.

2001 çулхи юпа уйăхĕнче Валинкене Хусанри патшалăх культура институтĕнче хор дирижёрĕ дипломне илнĕ Инна Витальевна Афанасьева ĕçе килет.

2006 - 2008 çулсенче вĕсем Мускав, Волгоград, Сарăту, Киров хулисенче, Пушкăрт Республикинче, Тутарстанра, Чулхула облаçĕнчи Богородск хулинче ташă-юрăпа савăнтарнă.

2010 çулхи çĕртмен 25-27-мĕшĕсенче паллă вырăс тĕпчевçин, этнографăн тата фольклористăн Д.К. Зеленинăн тăван кĕтесĕнче — Удмурт Республикин Завьялов районĕнчи Люк ялĕнче — регионсем хушшинчи «Окно в небо» (Тӳпе чӳречи) V фольклор фестивальне хутшăннă. [1]

2011 çулта ушкăн Красноярск Енне çак тăрăхра пурăнан чăвашсен Чӳклеме уявне хутшăннă. Инçе çултан каялла таврăнма май Тĕмен тата Екатеринбург хулисенче концертсемпе аякри чăвашсене савăнтарнă[2].

Çитĕнĕвĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Иккĕмĕш диплом, Пĕтĕм Раççейри фольклор ушкăнĕсен "Хрусталь çăлкуçĕ" 5-мĕш фестивалĕ, 2008, çурла, Чулхула облаçĕ, Богородск.

«Валинке» чылай фестивале — «Раççей çăлкуçĕсем», «Сăрпа Çавал çаврисем», «Ĕмĕрсен эрешĕсем» —, çаплах республикăри «Акатуйсене» хутшăннă.

  • Элĕкри «Валинке» халăх фольклор ансамблĕ Геннадий Заволокин ячĕллĕ «Выля, купăс» Пĕтĕм тĕнчери III фестивале хутшăннă

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]