Контент патне куҫ

Васильев Владимир Васильевич (кавалерист)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Васильев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Васильев Владимир хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Владимир Васильевич Васильев
Ӳкерчĕк:Васильев Владимир Васильевич (кавалерист).jpg
Çуралнă вăхăт 1911 çул
Çуралнă вырăн Раççей Империйĕ, Хусан кĕперни, халь Раççей Федерацийĕ, Чăваш Енĕн Красноармейски районĕ, Мăн Шетмĕ
Вилнĕ вăхăт 1945 çул, кăрлачăн 11-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Кендзежин-Козел, Опаль воеводстви, Польша
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ кавалери
Кавалери
Кавалери
Хĕсмет çулĕсем 1942-1945
Хисеп
Аслă сержант
Аслă сержант
Чаç 1-мĕш Украина фрончĕн 1-мĕш гварди кавалери корпусĕн 1-мĕш гварди кавалери дивизин 1-мĕш гварди кавалери полкĕ
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ

Васильев Владимир Васильевич, — кавалерист, Совет Союзĕн паттăрĕ[БС1 1], [ГС 1], [НЛ 1].

Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фрончĕн 1-мĕш гварди кавалери корпусĕн 1-мĕш гварди кавалери дивизин 1-мĕш гварди кавалери полкĕн 4-мĕш эскадронăн пулемёт расчёчĕн командирĕ.

1911 çулта Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ ялĕнче, хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1945 çулта вилнĕ. Аслă сержант таран ӳссе çитнĕ.

Паттăр ячĕпе Чулхулан пĕр урамне ят панă.

Çичĕ çулта тăлăха юлнă хыççăн Шупашкарти ача çурчĕнче çитĕннĕ. 1924 çулта пиллĕк класс пĕтернĕ. 1931 çулта çара кайнă, Минскри кавалери полкĕнче çарта тăнă. 1934 çулта çартан таврăнсан Чулхулана куçса кайса унти чукун çул милицийĕнче ĕçленĕ.

1938 çултанпа Çĕнĕ Доскино посёлокĕнче пурăнма тытăннă. Чулхула автомобиль заводĕнче токарь пулса ĕçленĕ. 1939 çулта каллех çара кайма тивнĕ, Чулхулара çарта тăнă.

1942 çулта фронта кайнă, кавалери полкĕн пулемёт расчёчĕн командирĕ пулнă. 1943 çулхи пĕр çăпăçура аманнă хыççăн ăна кавалери училищине вĕренме янă.

1944 çул вĕçĕнче училищĕн пур курсанчĕсене те фронта янă. Владимир Сандомир плацдармĕ патĕнчи çапăçăва хутшăннă. Хăйĕн хастарлăхне вăл 1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче Одер шывĕ урлă каçнă чухне кăтартнă. Фашистсем вăл вăхăтра юханшывăн сылтăм енне куçса çирĕпленме пуçланă салтаксем çине тапăнса кĕнĕ. Васильев расчёчĕ нимĕçсем виçĕ хут тапăнса кĕнине сирсе янă, 50 ытла фашиста персе вĕлернĕ.

Пулемётчиксем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр сăрта хăйсен аллинче тытса тăнă, нимĕçсене яман. 1945 çулхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнчи СССР Аслă Канаш Президиумĕн хушăвĕ тăрăх Владимир Васильевич Васильева Совет Союзĕн паттăрĕ ятне панă.

2003-мĕш çулта Мăн Шетмĕ шкулне Васильев Владимир Васильевич ятне панă [2]


Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ http://www.oldgazette.ru/pravda/29061945/text1.html 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ. Старые газеты. Правда. 29.6.1945
  2. ^ http://www.bshatm-krarm.edu.cap.ru/?t=eduid&eduid=4398 2014 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. Мăн Шетмĕ шкулĕн сайчĕ
Биографи «Герои Советского Союза
Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382» кĕнекере az-libr.ru сайтра.
Кавалеры ордена Славы трёх степеней
Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии Д. С. Сухоруков. — М.: Воениздат, 2000. — 10 000 экз. — ISBN 5-203-01883-9» az-libr.ru сайтра.
Патшалăх паттăрĕсем
Халăх хастарлăхĕ сайтри награда лисчĕсем
  1. ^ Васильев Владимир Васильевич. Награда хучĕ. Страницы: 1. çăлкуçран архивланă 29 Ҫу уйӑхӗн 2012. 2. çăлкуçран архивланă 29 Ҫу уйӑхӗн 2012.
Ытти асăрхавсем
  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382
  • За Отчизну, свободу и честь! Книга 3. Горький, 1967.
  • Наши земляки — Герои Советского Союза. 3-е изд. Чебоксары, 1980.
  • Тюльников Л. К., Басович Я. И. Герои Советского Союза — горьковчане. Горький, 1981.