Вестготсем
Вестготсем (везиготсем, тервингсем), — германи арăвĕ, готсен шутне кĕрекен пĕр пайĕ (иккĕмĕш пайĕ — остготсем). 370 çултанпа Халăхсен пысăк куçăвне хутшăннă.
Ячĕ менле пулса кайнине тĕплĕн палăртман. Тервингсем — ку ят вăрман çыннисем тенине пĕлтерет. Ку ятпа вĕсене Мамертин «Панегирикра» асăнать. Мамертин унта вĕсене вандарсемпе гепидсене хирĕç кĕрешмешкĕн тайфалсемпе пĕрлешнине палăртать.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Готсем пайланни çинчен пĕрремĕш хут Клавдий II патшара ларнă вăхăтра, 270 çулта асăнаççĕ. Вĕсен историйĕ 256 çулта пуçланать. Ку вăхăтра вĕсем ытти готсемпе пĕрле анатри Дунай урлă каçса Балкан çурутравне килсе кĕнĕ. Исидор Сивильский çырнă тăрăх вĕсем 15 çул хăйсен аллинче Иллирикпе Македонине тытса тăнă. 268 çулта вара Клавдий II вĕсене Ниша патĕнчи çапăçура çапса аркатнă. Анчах та Аврелиан император вĕсене Фрикипе Иллиринчен кăларса яман. 270 çулта римлянсем Дакине пăрахса кайнă, унта юлнă вестготсем вара пушанса юлнă çĕрсенче пурăнма пуçланă.
322 çулта Пĕрремеш Аслă Константин вестготсемпе килĕшӳ тунă, вĕсене федератсем шутне кĕртнĕ. Килĕшӳ тăрăх вĕсен Рим империйĕн чиккисене укçăлла сыхламалла тата Рим империне çара çынсене парса тăмалла пулнă. Иордан çырнă тăрăх весготсем Рим империне 40 пин патнелле çар çыннисене ăсатнă.
376 çулта хунсем вăйлăрах та вăйлăрах хăйсене хĕснĕ пирки вестготсем Валент императорĕнчен Фракине, Дунайăн кăнтăр енне куçма ирĕк ыйтнă. Валент килĕшнĕ те çав çулхи кĕркунне вестготсем Силистри патĕнче Дунай урлă каçнă.
80 пинлĕ халăх куçасси çăмăл ĕç пулман. Рим наместинкĕсем апат-çимĕç вăхăтра туртарман, пуррине вара хаклă хакпа сутнă. Аммиан Марцеллин çырнă тăрăх, вестготсен нумайашĕ выçăпа вилнĕ, хăшĕсем хăйсене апатшăн сутнă. Ку вара нумайашне килĕшмен. Малтан римлянсемпе вестготсем хушшинче пĕчĕк кĕвĕçӳсем тухнă, 377 çулхи хĕлле вара вестготсем пăлхав çĕкленĕ. Римлянсем хăйсемпе япах тыткаланишĕн Рим территориĕсене аркатма пикеннĕ.
Валент вĕсене хирĕç çарпа тухнă. 378 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Адрианополь патĕнчи çапăçура вестготсем римлянсене çапса аркатнă. Рим империйĕ питĕ пысăк путлану тивнĕ. Çапăçура Валента та унăн аслă çар пуçĕсене те вĕлернĕ. Ку çăпăçу хыççăн малашне Рим империне çĕнтерме пулайманни çинчен калама пулман.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Нессельштраус Ц. Искусство раннего Средневековья (Новая история искусства). — СПб.: Азбука, 2000. — ISBN 5-267-00300-X
- Вольфрам Х. Готы. — СПб.: Ювента, 2003. — ISBN 5-87399-142-1
- Клауде Д. История вестготов. — СПб.: Издательская группа «Евразия», 2002. — ISBN 5-8071-0115-4 (2009 çулхи Нарӑс уйӑхӗн 22-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- Корсунский А. Р. Готская Испания. Очерки социально-экономической и политической истории. — М.: Издательство Московского университета, 1969. (2009 çулхи Нарӑс уйӑхӗн 22-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- Щукин М. Б. Готский путь. — СПб.: Филологический факультет СПбГУ, 2005. — ISBN 5-8465-0137-0
- Циркин Ю. Б. Античные и раннесредневековые источники по истории Испании. — СПб.: 2006. — ISBN 5846505163
- Mussot-Goulard R. Les Goths. — Atlantica, 1999. — ISBN 2-84394-140-7