Остготсем
Остготсем (е грейтунгсем) — готсен хĕвелтухăç енчи пайĕ. Готсем икĕ пая IV ĕмĕр вĕçĕнче пайланса кайнă. Днепр шывĕ вĕсем хушшинчи чикĕ шутланнă. Остготсем (тухăçри готсем) Днепрпа Дон хушшинчи хăйăрлă хирте пурăннă.
Германрих вăхăтĕнчи аталану
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Остготсем Германрих вăхăтĕнче самай вăй илнĕ. Германрихĕ хăй Амалсен йăхĕнчен тухнă пулнă. Амалсем вара тахçан ĕлĕк пур готсене тытса тăнă. Германрих остготсен патши пулса тăнă хыççăн каярах хăйне кӳршĕлле вырнаçнă финсемпе славянсен йăхĕсене пăхăнтарнă. Иордан историк çырнă тăрăх унăн çĕрĕсем Тиссăран пуçласа Атăл таран, Хура тинĕсрен Шурă тинĕс таран сарăлнă тесе çырнă.
Кӳршĕсем ăна хастарлăхĕшĕн хисепленĕ. Хунсем килсе кĕнĕ çĕре ăна çер çул ытла пулнă. Икĕ хутчен вăл хунсене хирĕç çарпа тухнă, анчах та икĕ хутĕнче те хунсем ăна çапса çĕмĕрнĕ. 373 çулта вара вăл хунсен аллине лекес мар тесе хăйне вĕлернĕ. Ун хыççăн астул çине ларнă Винитар хунсемпе хастар çапăçнă пулин те лешĕсем ăна çĕнтернĕ. Алатейпе Сафрах сыхланса юлнă остготсене пуçтарса Днестр патне куçнă. Ыттисем вара хунсене пăхăнма пуçланă.
Хунсене пăхăнма пăрахни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Аттил çарĕнче чылай остгот çарпуçĕн ячĕ тĕл пулать. Феодосий вăхăтĕнче остготсен пĕр пайĕ Лидипе Фригине куçнă пулнă. Аттил вилнĕ хыççăн хунсен патшалăхĕ арканма пуçланă, остотсем вара Паннонине куçнă. Амалсен йăхĕнчен тухнă Валамер, Теодемер тата Видемер пĕр тăвансем хунсене хирĕç вăрçăпа тухса 454 çулта вĕсен çарне çапса аркатнă. Çапăçура Эллах, Аттил ывăлĕ, пуçне хунă, остготсем вара вĕсене пăхăнма пăрахнă.
Остготсен патшалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хунсене çĕнтернĕ хыççăн вĕсем хăйсен патшалăхне йĕркеленĕ. Вĕсем час-часах Иллири çине тапăннă, каярах вара ку çĕре, тата Далмацине хăйсен патшалăхĕ шутне кĕртнĕ.
481 çулта остготсен патши Теодорих пулса тăнă. 488 çулта Теодорих ертсе пыракан çар Рима хирĕç харçа тухнă. Вăл вăхăтра Римра Одоакр астул çинче ларнă. Одоакр остготсене хирĕç ăнăçлă хӳтĕленнĕ, çапах та 493 çулта вăл Теодорихпа мирлĕ килĕшӳ алă пуснă. Вăл килĕшӳ тăрăх Рим астулĕ çинче иккĕн лармалла пулнă — Одоакрпа Теодорих патшалăха иккĕн пĕрле ертсе пымалла пулнă. Темиçе çул иртсен Теодорих Одоакра вĕлерсе хăй пĕччен астул тытса тăма пуçланă.
Теодорих хăй 526 çулта вилнĕ.
Патшалăх пĕтни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Manso, «Geschichte des Ostgothischen Reiches in Italien» (Бреславль, 1824);
- Deltuf, «Th éodoric, roi des Ostrogolhe s et d’Italie» (П., 1869);
- Dahn, «Die K önige der Germanen»; Wietersheim, «Geschiche der Völkerwanderung» (1880);
Герман йăхĕсем | |
---|---|
Алемансем • Англсем • Батавсем • Бургундсем • Вандалсем • Вестготсем • Гепидсем • Герулсем • Готсем • Гётсем • Дансем • Квадсем • Кимăвăрсем • Лангобардсем • Маркомансем • Неметсем • Остготсем • Ругсем • Сакссем • Свевсем • Свейсем • Скирсем • Таифалсем • Тевтонсем • Тенктерсем • Франксем • Хаттсем • Херусксем • Ютсем Йăх пĕрлешĕвĕсем: Ингевонсем • Истевонсем • Герминонсем
|