Гепидсем
Гепидсем (лат. Gepidae, Gepedes, Gepithae, Gepitae, ав.гр. Γήπαιδες, Γήπυδες, Γηπίδοι) — готсемпе тăванлă герман йăхĕсен ушкăнĕ.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кăнтăралла куçни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]II ĕмĕрте гепидсем Скандинавирен Балти тинĕсĕн кăнтăр çыранне куçаççĕ, вырăнти бургундсене хăваласа яраççĕ[1]. Кайран, готсем хыççăн кăнтăр-тухăçалла каяççĕ те 210 çулта Дакире вырнаçаççĕ[2] (урăх хыпарсемпе, 250 çулта[3]). Анат Вислăран гепидсене кăнтăралла Фастида ертсе пырать. Вăл, çапăçса хăйĕн йăхне бургундсен çĕрĕ витĕр, венетсем пурăннă Висла тăрăхĕнчи тата Карпат умĕнчи çĕрсемпе («immensa spatia») илсе каять.
Гепидсем Рим çарĕсемпе пĕрремĕш хут Наис патĕнче 269 çулта çапăçаççĕ, ун чухне Анат Мези, Фраки, Македони çĕрĕсене тустарнă герман йăхĕсен (готсем, герулсем, певкинсем, гепидсем) пĕрлешнĕ çарне император Клавдий II пĕтĕмпех аркатать.
Проб (276 — 282) çарĕсемпе тытăçнă хыççăн гепидсен пĕр пайне, император биографĕ çырнипе, гревтунгсемпе тата вандалсемпе пĕрле империн Тăнайăн кăнтăр çĕрĕсене вырнаçтарнă. Гепидсем харçăсене Дакирен кăнтăралла куçасшăн çӳренĕ. Готсемпе Гальта хула çумĕнче, Олт юханшывăн тури юхăмĕнче, 290 çул тĕлнелле ăнăçсăр çапăçнă хыççăн гепидсен хăйсен малтанхи çĕрĕсенчех юлма тивет.
Гепиди
[тӳрлет | кодне тӳрлет]IV ĕмĕр вĕçĕнче хунсен пĕрлешĕвне кĕнĕ. VI ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче лангобардсемпе авар йăхĕсен пĕрлешĕвне пăхăнма пуçланă.
Юлашки хут вĕсене IX ĕмĕрте асăнни курăнать, каяран — çухалнă.
Гепид патшисем [4]
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Фастида
- Ардарих (420 – 460 тĕлнелле) - сподвижник Атиллы
- Гундерит (460 – 490 тĕлнелле)
- Трапстила (490 – 504 тĕлнелле)
- Тразарих (504 – 508 тĕлнелле)
- Мундон (460 - 490) – Тразарих пиччĕшĕ, астула илесшĕнни
- Гелемунд (Элемунд) (Helemund) (умер ранее 549 г.) — гепид патши
- Торисвинт (548 – 560 тĕлнелле)
- Кунимунд (560 – 567 тĕлнелле)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Деций, Фастида и Острогота
- ^ Гепиды 2007 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Тухăç герман ушкăнĕ 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Генеалогия.ru 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Иордан, «О происхождении и деяниях гетов» (вырăсла куçарупа латинла тăван тексчĕ)
- Мюлленгоф К.В. «Deutsche Altertumskunde» (Берлин, 1870—1891)
- Комментарии Скржинской Е. Ч. к "Гетике" Иордана
- Исидор Севильский. Этимологии (латыньле)
- Прокопий Кесарийский. Война с персами. Война с вандалами. Тайная история. Алетейя, СПБ — 1998, ISBN 5-89329-109-3
- Константин Багрянородный, «Об управлении империей» / Под. ред. Г. Г. Литаврина, А. П. Новосельцева. Греческий текст, перевод, комментарии. М., 1991.
Герман йăхĕсем | |
---|---|
Алемансем • Англсем • Батавсем • Бургундсем • Вандалсем • Вестготсем • Гепидсем • Герулсем • Готсем • Гётсем • Дансем • Квадсем • Кимăвăрсем • Лангобардсем • Маркомансем • Неметсем • Остготсем • Ругсем • Сакссем • Свевсем • Свейсем • Скирсем • Таифалсем • Тевтонсем • Тенктерсем • Франксем • Хаттсем • Херусксем • Ютсем Йăх пĕрлешĕвĕсем: Ингевонсем • Истевонсем • Герминонсем
|