Гордеев Николай Васильевич
Николай Гордеев | |
Çуралнă чухнехи ят: | Гордеев Николай Васильевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1961 çулхи пуш, 25 |
Çуралнă вырăн: | Вутлан ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР, СССР |
Вилнĕ вăхăт: | 2010 çул, çу, 29 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Республики |
Професси: | драма артисчĕ |
Гражданлăх: | |
Театр: | Чăваш драма театрĕ |
[1] |
Николай Васильевич Гордеев (пуш уйăхĕн 25-мĕшĕ, 1961 ç., Вутлан, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР - çăвăн 29-мĕшĕ, 2010, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш драма артисчĕ, юрăç, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ[1][2].
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Николай Гордеев 1961 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш АССРне кĕрекен Çĕрпӳ районĕнчи Вутлан ялĕнче çуралса ӳснĕ.
1983 çулта Мускаври М. С. Щепкин ячĕллĕ театр училищин чăваш студинче вĕренсе тухать те Шупашкара таврăнать, хăйĕн пултарулăх кун-çулне Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕнче драма артисчĕ ĕç вырăнĕнче пуçлать.
Константин Иванов поэмипе ӳнерленĕ Нарспи спектаклĕнче Николай Гордеев сăнарланă Тăхтаман ролĕ чăваш халăхĕн чун астăвăмĕнче яланлăхах юлчĕ.
2010 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Николай Васильевичăн пурнăç çулĕ сарăмсăр татăлать[3] [4].
Вилтăпри тăван ялĕн çăвинче.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Нарспи (поэма), Нарспи (опера), Нарспи (мюзикл)
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ахапи, Э. «Сана хӗвел вӑрларӗ пуль, уйӑх ҫине пытарчӗ пуль...» : [Николай Гордеев юрӑҫ пирки] / Э. Ахахпи // Самант. - 2011. - № 4. - С. 4.
- Гордеева, Л. П. «Сан чун ӑшши чӗресенче-ҫке юлчӗ...» : [Николай Гордеев юрӑҫ мӑшӑрӗпе Любовь Петровна Гордеева юрӑҫпа калаҫни / Р. Власова ҫырса илнӗ] // Хыпар. – 2015. – 29 ҫу. – С. 8-9 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Гордеева, Л. П. «Шӑпа ҫырни, тен, ҫапла пулчӗ...» : [Любовь Гордеевӑпа Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Гордеев ҫинчен аса илни тата малашнехи пурнӑҫӗ ҫинчен калаҫни] / Л. П. Гордеева ; Е. Николаева [калаҫнӑ] // Хресчен сасси. – 2010. – 15 юпа. – С. 3.
- Гордеева, Л. П. Любовь Гордеева: «Эпӗ яланах Гордеев арӑмӗ пулнӑ» : [Денис Гордеев юрӑҫ арӑмӗнчен Любовь петровнаран илнӗ интервью] / Л. П. Гордеева ; Р. Прокопьева калаҫнӑ // Самант. – 2011. – № 4. – С. 5.
- Дмитриев, Н. Шупашкар артистпа сыв пуллашрĕ / Н. Дмитриев // Хыпар. – 2010. – 1 çĕртме. – С. 1.
- Тарасов, А. Чăваш чунĕн сасси / А. Тарасов // Тăван Атăл. – 2011. – № 3. – Прил.: с. 64. – (Сунтал : хушма журнал).
- Гордеев Николай Васильевич // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. – Чебоксары, 2008. – С. 107.}
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Гордеев Николай Васильевич, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ 2013 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Культурăпа ӳнер ĕçченĕсем: Артистсем тата мусăкçăсем: Гордеев Николай Васильевич
- ^ Ушел из жизни заслуженный артист Чувашской Республики Николай Гордеев
- ^ Ушел из жизни заслуженный артист ЧР Николай Гордеев 2021 ҫулхи Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку юрăç пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Чăваш Енре çуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Википеди:Портретсăр çынсем пирки статьясем
- Юрăçсем пирки вĕçлемен статьясем
- Чăваш артисчĕсем, алфавитпа
- Чăваш юрăçĕсем, алфавитпа
- Чăваш Ен:Пайăр çынсем
- Çĕрпӳ районĕ:Пайăр çынсем
- 1961 çулта çуралнисем
- Пушăн 25-мĕшĕнче çуралнисем
- 2010 çулта вилнисем
- Çăвăн 29-мĕшĕнче вилнисем
- Сарамсăр вилнисем
- Пайăр çынсем:К. В. Иванов ячĕллĕ ЧПАДТ