Дерипаска Олег Владимирович
Олег Владимирович Дерипаска | |
выр. Олег Владимирович Дерипаска | |
Çуралнă чухнехи ят | выр. Олег Владимирович Дерипаска |
---|---|
Чӑн ят | выр. Олег Владимирович Дерипаска |
Çуралнă вăхăт | 1968 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн | Дзержинск (Раççей), Горький облаçĕ, СССР |
Гражданлăх | ССРП→ РФ |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Арăмӗ | Полина Дерипаска (Юмашева) |
Ачисем | Пётр (2001) тата Мария (2003) |
Чыславсемпе парнесем | |
Сайт |
deripaska |
Медиафайлы на Викиампар |
Оле́г Влади́мирович Дерипаска (1968 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ; Дзержинск, Горький облаçĕ, РСФСР)[5][6][7] — раççей усламçи, миллиардер, «Базовый элемент» компанин сăнав канашĕн председателĕ (2009—2012 çулсенче — тĕп директор) тата пĕртен-пĕр бенефициар-харпăрçи. ральный директор, член совета директоров Объединенной компании «Русал» тĕп директорĕ, Пĕрлешĕннĕ компанин директорĕсен канашĕн пайташĕ, En+ Group директорĕсен канашĕн председеателĕ. «Вырăс алюминийĕ» компанин директорĕсен канашĕн председалĕ (2000—2007), «Çĕпĕр алюминийĕ» (1997—2001) компанин президенчĕ, «Саяногорск алюмини савучĕн» тĕп директорĕ (1994—1997). 2008 çулта ăна чи пуян раççей çынĕ тенĕ; 2012 çул тĕлне Раççей миллиардерĕсем хушшинче 14-мĕш вырăнта.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]4 çултанпа 11 çулчен Олег кукаçипе маçакĕ патĕнче, Краснодар Енĕн Усть-Лаба районĕнчи Железнăй тата Октябрьски хуторĕсенче, кайран район тĕпĕнче — Усть-Лабинскра пурăннă, унтах вăтам шкула пĕтернĕ. Иккĕ аслă пĕлӳ илнĕ: хĕрлĕ дипломпа М. В. Ломоносов ячĕллĕ МПУ физика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, тата Г. В. Плеханов ячĕллĕ Раççей экономика академинче пĕлӳ пухнă.
1994 çулта 26-çулхи Олег Дерипаска Раççейри Саян алюмини завочĕн (Хакасири Саяногорск хули) ертӳçи пулса тăрать. Раççейри чи çамрăк тĕп директор ертсе пынипе электролиз завочĕ (çĕршывра хăватлăхĕпе виççĕмĕш вырăнта) отрăслĕнче тухăçтăв, технологи шайĕпе, тухăç япала пахалăхĕ тата экологи хăрушсăрлăхĕ енĕсемпе чи лайăххи пулать.
Тепĕр виçĕ çултан постсовет таврашĕнче пĕрремĕш вертикаллă интеграциленнĕ промыçлă компани — «Çĕпĕр алюминийĕ» ушкăнне йĕркелет, унăн тĕп варĕ Саян алюмини завочĕ пулса тăрать. Малашнелле ушкăн шутне темтĕрлĕ алюмини япалисене кăларакан Раççей алюмини комплексĕн чи тухăçлă завочĕсем (пĕрмĕш алюмини кăларакан Новокузнецк алюмини завочĕ; Таджик алюмини завочĕ; алюмини прокатне кăларакан САМЕКО, Самара хули; алюмини лентине кăларакан ДОЗАКЛ, Дмитров хули, Мускав облаçĕ, апат-çимĕç фольгине кăларакан САЯНАЛ, Раççей-Итали-АПШ пĕрлĕхлĕ завочĕ; алюмини прокатне кăларакан БКМПО, Белая Калитва хули, Ростов облаçĕ) кĕреççĕ. Тепĕр виçĕ çултан Олег Дерипаска ертсе пыракан «Çĕпер алюминийĕ» ушкăн тĕнчере алюмини шăратакансен вуннăлăхне кĕрет.
Каярахпа вăл 2000 çулта туса хунă «Вырăс алюминийĕ» компани тĕп директорĕ пулса ĕçлет, çав компани Раççейре 70 %, тĕнчепе шутласан — 10 % ытла алюмини кăларать.
Олег Дерипаска — Раççей промышленниксемпе усламçăсен пĕрлĕхĕн вице-президенчĕ, Пĕтĕмтĕнчери сутăç палатин Раççей Наци комитечĕн правлени ертӳçи, Раççей Федерацин Ертĕвĕн усламĕçлĕх Канашĕн членĕ.
Чыславсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1999 çулта Раççей Президенчĕн Хушăвĕпе Олег Дерипаскăна Туслăх орденĕпе хисепленĕ.
- 1999 çул пĕтĕмлĕхĕпе «Ведомости» хаçат ăна «Çул усламçи» ячĕпе менеджмент енĕпе мала тухнăшăн палăртнă.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]"Базовый элемент" компани тытăмлăхĕнче Канашри вакун юсакан завочĕн 25 %-лă акци пуххи (пакечĕ).
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ http://www.nytimes.com/2002/09/21/business/international-business-gm-takes-a-leap-of-faith-into-the-russian-car-market.html
- ^ http://www.nytimes.com/2008/10/31/business/worldbusiness/31oligarch.html
- ^ https://meduza.io/news/2018/03/03/oleg-deripaska-poluchil-grazhdanstvo-kipra
- ^ https://www.telegraph.co.uk/news/2019/11/27/russian-tycoon-oleg-deripaska-stripped-cyprus-citizenship-clampdown/
- ^ Дерипаска, Олег — председатель наблюдательного совета холдинга "Базовый элемент", генеральный директор Объединенной компании "Русал" (выр.). Лента.ру. çăлкуçран архивланă 14 Ҫӗртме уйӑхӗн 2013.
- ^ Олег Дерипаска — председатель наблюдательного совета компании «Базовый элемент» (выр.). Forbes. çăлкуçран архивланă 14 Ҫӗртме уйӑхӗн 2013.
- ^ Олег Дерипаска — биография (выр.). Ведомости. çăлкуçран архивланă 14 Ҫӗртме уйӑхӗн 2013.
Олег Дерипаска Викиампарта? |
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- РУСАЛ сайчĕ
- Раççей олигархĕ
- Форбс: Олег Дерипаска
- Профиль, Базэл сайтĕнче 2014 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Олега Дерипаскăн официаллă пайăр сайчĕ
- Дерипаска, Олег — Лентапедири статья. 2012 çул.
- «Олег Дерипаска» 2013 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ. Фильм Алексея Пивоварова (НТВ) из цикла «Капитал.ru»
- Профиль на сайте газеты «Ведомости»
- Собственность Олега Дерипаски. Справка. — РИА Новости, 22 декабря 2008
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Дзержинскра (Раççей) çуралнисем
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- МПУ физика факультетĕнче вĕренсе тухнисем
- Туслăх орденĕн (Раççей) кавалерĕсем
- Викиампар каçă статьисем
- Раççей усламçисем
- Миллиардерсем
- Халĕ пурăнакансем
- Раççей алюмини промăçлăхĕ
- Раççей миллиардерĕсем
- Пайăр çынсем:Чулхула облаçĕ
- Олег Дерипаска
- Раççей меценачĕсем