Дмитриев Максим Петрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
М.П. Дмитриев

Дмитриев Максим Петрович, — XIX-XX ĕмĕрсенчи чаплă фотограф. 1858 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тамбов кĕпернийĕнчи Повалишино ялĕнче çуралнă. 1948 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1877 çулта вăл Чулхулана килсе А. О. Карелин фотоӳнерçĕ мастерскойне ĕçлеме вырнаçнă. Вунă çул хушшинче çак ĕçĕн пĕтĕм уйрăмлăхĕсемпе паллашнă хыççăн 1887 çулта хăйĕн мастерскойне уçнă.

Дмитриевăн мастерскойĕнче каярах Раççейри пĕрремĕш сăнӳкерчĕк музейне уçнă.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Максим Петрович питĕ ăста фотограф пулнă. Темиçе çул хушшинче вăл Атăл тăрахĕнчи нумай хулана çитнĕ, нумай сăн ӳкернĕ. Унăн ĕçĕсене Париж, Амстердам, Чикаго, Нью-Йорк хулисенче иртнĕ куравсенче пысăк хакланă.