Емельянов Прохор Кононович
Прохор Емельянов | |
Çуралнă чухнехи ят: | Емельянов Прохор Кононович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1913, утă, 25 |
Çуралнă вырăн: | Ураскилт ч. ялĕ, Кăрмăш уесĕ (халĕ Чăваш Республикин Элĕк районĕ), Чĕмпĕр кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1991, раштав, 27 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Республики, РФ |
Пăхăнулăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | XX ĕмĕрти чăваш прозăçи, драматургĕ, педагогĕ |
Жанр: | повеç, пьеса, калав |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Емельянов Прохор Кононович 25.7.1913, Ураскилт ч. ялĕ, Кăрмăш уесĕ, (халĕ Элĕк районĕ, Чăваш Республики), Чĕмпĕр кĕпĕрни — 27.12.1991, Шупашкар, Чăваш Республики) – чăваш прозăçи, драматургĕ, педагогĕ[1][2][3].
ССРП ÇП пайташĕ (1978).
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1913 çулхи утăн 25-мĕшĕнче Кăрмăш уесне кĕнĕ Ураскилт чиркӳ ялĕнче çуралнă.
1942-45 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Чăваш Енри тата Чулхула облаçĕнчи шкулсенче вăй хунă. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕрентнĕ.
1991 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Прохор Кононович чылай пьесăсемпе пĕр актлă драма хайлавĕсен авторĕ.
Ача-пăча валлии кĕнекесем çырса кăларнă: «Икĕ тĕлпулу» (1980), «Юратнă тусăмсем» (1982).
Кĕнекисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Çумăр тумламĕ»;
- «Икĕ тĕлпулу» (1980);
- «Япаласем ăçтан килнĕ»;
- «Софрон Иванч ывăлне авлантарать»;
- «Калавсемпе повеçсем» (1983);
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Алексеев, А. Пултаруллă прозаик, драматург / А. Алексеев // Тăван Атăл. – 1995. – № 5. – С. 5.
- Дедушкин, Н. С. Педагог, писатель // Дедушкин, Н. С. Пурнăç илемĕпе хавхаланса / Н. С. Дедушкин. – Шупашкар, 1988. – С. 145-147.
- Eмельянов, П. Вăтăрмĕш çулсенчи асар-писер : [асаилÿ] / П. Емельянов // Тăван Атăл. – 1990. – № 5. – С. 48-56.
- Прохор Eмельянов : кĕске биографи // Ялав. – 1993. – № 7. – С. 25.
- Терентьев, Г. Пултарулăх çулĕпе / Г. Терентьев // Пурнăç çулĕпе (Элĕк районĕ). – 2008. – 26 утă.
- Афанасьев, П. Емельянов Прохор Кононович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / Порфирий Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 131-132.
- Кириллова, Т. И. Емельянов Прохор Кононович / Т. И. Кириллова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 566.
- Ялгир, П. Емельянов Прохор Кононович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / Петр Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 35.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 2-мĕш степеньлĕ орденĕ.
- медальсем
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Кăрмăш уесĕнче çуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Драматургсем, алфавитпа
- ССРП çыравçисем
- ССРП драматургĕсем
- Раççей çыравçисем
- Раççей драматургĕсем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш драматургĕсем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- 1913 çулта çуралнисем
- Утăн 25-мĕшĕнче çуралнисем
- 1991 çулта вилнисем
- Раштавăн 27-мĕшĕнче вилнисем
- Пайăр çынсем:Элĕк районĕ