Ураскилт
Ураскилт
Ураскилт
|
Ураскилт (выр. Раскильдино), — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Ураскилт ял тăрăхĕн администрацийĕ кунта вырнаçнă[1].
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ураскилтре çемье тухтăрĕн пӳлĕмĕ[2], вулавăш[3], клуб, райпо лавки, харпăр лавка, автобус чарăнавĕ, чиркӳ, вулавăш пур.
2010 çулта Ураскилтре 158 çурт-хуçалăх пулнă, вĕсенче 417 çын (206 арçын, 211 хĕрарăм) пурăннă.
Ураскилт чиркĕвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Приход состоит из 6 деревень: Атмалкассов, Тури Выла, Охверкино, Селундряш, Больших и Малых Токташ.Деревни прихода носят свои названия по имени своих первых обитателей. Чуваши крещены, как видно из церковных документов, в 40-х гг. 18 столетия.
<Куçару: Приххут 6 ялтан тăрать: .... Ялсем унта малтан пырса пурăннă çынсен ячĕсене упраççĕ. Документсем тăрăх, чăвашсем 18-мĕш ĕмĕрти 40-мĕш çулсенче тĕне кĕнĕ.>
1778 çулта йывăçран икĕ астуллă Турă амăшĕ çуралнине чысласа чиркӳ туса лартнă. 1895 çулта вара çĕнĕ чиркӳ çуртне чултан купалама пуçланă.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ураскилт ячĕ икĕ пайран тăрать: ураз (арап чĕлхинчен кĕнĕ тĕрĕк сăмахĕ) — чăвашла ăрăс (телей), савăнăç пулать, кильде (тĕрĕкле) - чăвашла килчĕ сăмах пулать, пĕтĕмĕшле вара, савăнăç килчĕ тенине пĕлтерет. Çак ят чăваш чĕлхине тутар чĕлхинчен кĕнĕ, тутарсен те Уразкильде ят пур. Ӗлĕк, ывăл çуралсан, çемйешĕн пысăк телей пулнă, çавăнпа та ăна "ăрас килчĕ" тенипе тӳрре килекен Ураскилт ят панă. Пуплеве тепĕр май çавăрса хурсан "килчĕ ăрăс" пулать. Чăн та, кун пек ял ячĕ те пур: Кильдураз (Тутарстанти Пăва районĕ).[4]
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта 1986 çулта тăван ен тĕпчев музейĕ уçăлнă.
Ĕлеххи тапхăрта
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Яла Ураскилт ятлă тĕне кĕмен чăваш Ураскилт пуçласа янă. Кунта вăл Атăл хĕрринчен куçса килнĕ. Унăн пиччĕшĕсем-шăллĕсем те пулнă: Четай, Штанаш, Хоршеваш, Атай, Хотар, Торай.
XIX ĕмĕрте
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1859 çулта 118 арçын, 130 хĕрарăм (Охверка ялĕнче 397 арçын, 388 хĕрарăм), 1926 çулта Ураскилтре 67 кил (321 çын), Охверка яленче162 кил (700 çын) пулнă.
XX ĕмĕрте
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1920 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕ тарин Кăрмăш уесĕн Атикасси вулăсне, кайран, районсене туса хуриччен, Етĕрне уесĕн Атикасси вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районне, 1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕ хыççăн Çĕмĕрле районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
1963 çулта ял йышне Охверка кĕнĕ.
1869 çулта ялта шкул уçăлнă.
XXI ĕмĕрте
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ураскилт ялĕнче чăвашла селĕм пуплеççĕ. Çавна май кунтан чылай литератор тухнă.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Абамова Любовь Михайловна - Чăваш инçекурав редактăрĕ.
- Александров Ливерий Алексеевич — РФ тава тивĕçлĕ механизаторĕ.
- Арланов Константин Фёдорович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ.
- Васянка Никифор Тарасович - чăваш сăвăçи, Чăваш Республикин тава тиивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
- Васянка Николай Филимонович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çурт тăвăмçи.
- Емельянов Прохор Кононович - чăваш çыравçи, драматургĕ.
- Когтева Юлия Филимоновна — РФ тава тивĕçлĕ çурт тăвăмçи.
- Козлова Раиса Порфирьевна — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
- Кузьмин Валентин Иванович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, медицина ăслăхĕсен кандидачĕ.
- Степанов Геннадий Тимофеевич — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ транспорт ĕçченĕ.
- Степанов Ф. И. — журналист, СССР журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ.
- Терентьев Гурий Константинович — Чăваш Республикин тава тиивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
- Федоров Павел Алексеевич - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçĕ.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Роскильде — пĕр пек илтĕнекен Данири хула.
- Ураскилтри вăтам шкул
- Ураскилтри сăваплă Турамăш çурални чиркӳ
- Ураскилт Елчĕк районĕнчи Лащ Таяпа ялĕн ĕлĕкхи ячĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Чувашская энциклопедия
- ^ https://www.er.cap.ru/hierarhy.asp?page=./5005/19230/19231/19232/19234(ĕçлемен каçă) Раскильдино открылся офис семейного врача
- ^ http://gov.cap.ru/home/57/foto/biblioteka/raskildino/page_01.htm Ураскильтре вулавăш уçăлнă.
- ^ Кильдураз
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Северное обозрение", журнал, 1848, т. 2, 21 - 24 стр.
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ",Элĕк, 1994.
- Аликовскому району 75 лет. Л.А.Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ураскилт ял тăрăхĕнчи пурăнан вырăнсем |
|
---|---|
Ураскилт чиркӳ ялĕ — администраци центрĕ ялсем: Кĕçĕн Тукташ | Мăн Тукташ | Тури Вылă | Шĕнтреш | |
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы с некорректными тегами координат
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Википеди:Раççейри пурăнан вырăнсем пирки ОКАТО кодне кăтартман статьясем
- Пурăнан вырăнсем, алфавитпа
- Элĕк районĕнчи пурăнан вырăнсем
- Ураскилт
- Страницы, использующие расширение Kartographer