Енпахта
Енпахта — чаплă чăваш паттăрĕ. Вăл XVI ĕмĕрĕн вĕçĕнче — XVII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче пурăннă.
Пурнăçĕ, ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1552 çулта Чăваш Енĕ ислам тĕнлĕ Хусантан хăтăлса Мускав патшалăхне кĕрсе çăлăнăç тупасшăн ĕмĕтленнĕ. Анчах çĕнĕ пурнăçра та телей пулман, вырăс колонизаторĕсем тӳрех пирĕн лайăх çĕрсене туртса илме, вăйпа тĕне кĕртсе вырăслатма, пирĕн авалхи культурăна таптама тытăннă. Çавăнпа ĕнтĕ 1552 çулта чăвашсемпе çармăссем Мускава хирĕç кĕрешӳ пуçланă. Вăрçă XVII ĕмĕрте татах хĕрсе кайнă. Çак вăрçăра чăвашсем мĕнпур вăйне хурса кĕрешнине çырса кăтартнă чухне "История Чувашской АССР" кĕнекере çапла каланă:
"Объединенные русские, мордовские, чувашские и марийские отряды под руководством мордвина Воркодина Чинкова и чуваша Енбахты Москова заняли Арзамас..."
Енпахтапа Воркодин ертсе пынипе пăлхавçăсем Чулхулана çĕмĕрсе тăкса çунтарса яма шутлаççĕ. 1606 çулта кĕрешĕве тухнă халăхсен пĕрлешнĕ çарĕ вырăс колонизаторĕсен Атăл çинчи тĕпне хупăрласа илет. Хаяр кĕрешӳ икĕ уйăха яхăн пырать. Вырăс çарĕсем Чулхула кремльне питĕрĕнсе лараççĕ... Раштав уйăхĕнче вĕсене пулăшма Мускавран Шуйский кнеç ертсе пынипе çар тупăсемпе килсе çитет. Ирĕклĕхшĕн кĕрешекенсен икĕ фронтпа вăрçма тивет. Çапла уйăх ытла кĕрешнĕ хыççăн 1607 çулхи кăрлач уйăхĕнче Енпахтапа Воркодин çарĕсем Чулхула патĕнчен чакса каяççĕ. Ирĕклĕхшĕн пыракан кĕрешӳ 1608 çулта тата тепĕр хут амаланса каять. Ку кĕрешӳ ытларах хальхи Сĕве, Çĕрпӳ, Шупашкар уесĕсенче пырать. 1608 çулхи раштавра пăлхавçăсем Сĕве хули патне пуçтарăнаççĕ. Вĕсем хушшинче чăвашсем те, ирçесемпе мăкшасем те, çармăссемпе тутарсем те. Вĕсене хирĕç Аçтăрханран таврăнакан Мускав çарĕ тухать. Ăна Ф.И.Шереметьев ертсе пынă. Çав тери юнлă та хаяр икĕ çапăçу пулса иртет: пĕри 1608 çулхи раштав, 22 Шупашкар патĕнче, тепри 1609 çулхи кăрлач, 1 Сĕве хули патĕнче. Анчах ирĕклĕхшĕн кĕрешекенсем пусмăрçăсен çарне çĕнтереймеççĕ. 1609 çулхи кĕркунне чăвашсемпе çармăссен пĕрлешнĕ çарĕ Шупашкара туртса илеççĕ. Хулан чи çӳллĕ турулĕнчен Троицки мăнастырь игуменне шĕвĕртнĕ шалчасем çине пăрахаççĕ. Çак хаяр çапăçу 1610 çулченех пынă. Чăвашсем те, ирçесемпе мăкшăсем, çармăссемпе тутарсем те ирĕклĕх çĕнтерсе илеймен. Анчах Мускав патшалăх ертĕвĕ Атăлçи халăхĕсене пысăк çăмăллăх памалла пулнă. Çак 5 çул хушши пынă вăрçăра чăваш паттăрĕ Енпахтан ячĕ пĕтĕм халăхшăн чăн-чăн ялав пек пулнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.