Ермолаев Пётр Ермолаевич
Пётр Ермолаевич Ермолаев — (27.5.1908, Юртукасси ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) — 22.11.1968, Шупашкар, ЧАССР, РСФСР, ССРП — Чăваш Енре сывлăха сыхлас ĕçе йĕркелекенĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ[1][2].
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1908 çулхи çурлан 27-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Шупашкар уесĕнчи Юртукасси ялĕнче çуралнă.
1932 çулта Мускаври 1-мĕш медицина институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ те Улатăрти район сыватăшĕнче хирург-тухтăр вырăнĕнче ĕçленĕ. 1932–37 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă. 1937-39 çулсенче клиника ординатуринче вĕреннĕ, хыççăн Шупашкар хулин 1-мĕш сыватăшĕнче вăй хунă. 1941–45 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Çурçĕр-Анăç фронтĕнче вăйлатмашкăн панă 80 №-лĕ уйрăм медицина ротин хирурги ушкăнĕн пуçлăх çумĕ пулса тăрăшнă.
Демобилизациленсен, 1946-67 çулсенче Шупашкар хулин 1-мĕш сыватăшĕнче тĕп тухтăрĕн çумĕ, 1950-67 çулсенче Республикăн онкологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕ (1950–67), 1946-67 çулсенче Чăваш АССР сывлăха сыхлас министерствин онкологĕ пулса ĕçленĕ.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш. АССР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1955)
- Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- Тăван çĕршывăн 1-мĕш степенлĕ орденĕ
- Тăван çĕршывăн 2-мĕш степенлĕ орденĕ
- Хĕрлĕ çăлтăр орденĕ
- медальсем
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ермолаев урамĕ, Шупашкар.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Григорьев, Н. Г. Чӑваш Енӗн пӗрремӗш онкологӗ / Н. Г. Григорьев // Тӑван Атӑл. — 2010. — № 4. — Прил.: с. 58-66. — (Сунтал).
- Тукташ, И. Вилӗме ҫӗнтерни, Ялав. — 1950. — № 4. — С. 22-26.
- Алексеев, Г. А. Ермолаев Петр Ермолаевич, Выдающиеся медики Чувашии / Г. А. Алексеев. — Чебоксары, 2013. — С. 197-198.
- Алексеев, Г. А. Ермолаев Петр Ермолаевич, Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 159.
- Алексеев, Г. А. Ермолаев Петр Ермолаевич, Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 570.. — См. текст
- Алексеев, Г. А. Ермолаев Петр Ермолаевич, Чувашская медицинская энциклопедия / Г. А. Алексеев. — Чебоксары, 1997. — Кн. 1 : А-М. — С. 186-187.
- Григорьев, Н. Г. Петр Ермолевич Ермолаев: 1908-1968. Хирург-виртуоз / Н. Г. Григорьев // Врачи. — Чебоксары, 2010. — С. 89-96 : фот.
- Ермолаев Петр Ермолаевич, Энциклопедия Чебоксарского района. — Чебоксары, 2014. — Т. 1. — С. 159.
- Иванов-Бичуринский, И. День-деньской боль снимал он рукой / И. Иванов-Бичуринский // Наше слово (Мапосад. р-н). — 1999. — 25 марта.
- Раков, Н. А. В Чебоксарах — улица им. П. Е. Ермолаева, Ульяновец. — 2006. — 22 февр. — С. 4.
- Терентьев, А. Сам вычислил и дату смерти, Советская Чувашия. — 1993. — 9 апр.
- Титова, Н. Врача не забудут на улице, Советская Чувашия. — 2008. — 5 февр. — С. 1.