Золотовсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

ЗолотовсемЧăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Синер ялĕнчи паллă ăру çыннисем.

Хушамачĕ пуçланса кайни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çак хушаматпа хăйсене палăртассиччен Синер ялĕнчи чаплă ăрăвĕн темиçе хушаматлă çемьесем пулнă: Гордеевсем, Васильевсем, Николаевсем... Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçĕсен шкулĕнче пĕлӳ илнĕ Василий Гордеевич Гордеев хăйсен тăванĕсем умĕнче çапла сăмах тытнă:

" ... Пирĕн пысăк ăру ӳссе-саралса пырать. Хĕрарăм йĕррипе те, арçын йĕррипе те çĕнĕрен те çĕнĕ турачĕсем çитĕнеççĕ. Хамăрăн тăван çыхăнăвĕсене палăртма, тăванлăхри хутшăнусене çирĕплетме пĕрлĕхлĕ хушамат кирлех. Çак хушамат Золотов пултăр..."

Мĕншĕн вăл çапла хушамата суйласа илнĕ?

Василий Гордеевич Гордеев XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Хумпуç-Патăрьел шкулĕнче ĕçленĕ чух шкула тĕрĕслеме И. Я. Яковлев пынă. Иван Яковлевич шкулти ĕçсемпе паллашнă, ăна кунта пур енчен те килĕшнĕ, уйрăмах ăна В. Г. Гордеев çамрăк вĕрентӳçĕн пултаруллă ĕçĕ илĕртнĕ.

"Ылтăн çын эсир, Василий Гордеевич! Сирĕн ĕçсемпе паллашсан чун савăнать",

— тенĕ вара хальхи чăваш çырулăхĕн патриархĕ. Çак мухтава асăнса-хисеплесе ĕнтĕ Золотов хушамат çуралать[1].

Ăру йывăççи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Золотовсен ăру кăкĕн йывăçĕ
ИВАН ФЁДОРОВ (1779-)
 │      Арăмĕ АГРАФЕНА (иккĕмĕш арăмĕ) (1799-)
 │
 │────  Домна (1810—)
 │                                                     ┌── Анна
 │                                                     │── Перасковья
 │                                                     │── Антон
 │                                ┌── Герасим (1854-1942)
 │                                │    арăмĕ Матрена Евграфовна
 │                                │               │─ Евдокия (1892-1983)
 │                                │               │── Ольга (1896-1962)
 │                                │               └── Руфа (1899-1987)
 │                ┌──── Василий (1823-1906)
 │                │               │               ┌── Григорий (1891-1960)
 │                │               │               │── Мария (1888-1955)
 │                │               │──Терентий (1861-1942)
 │                │               │       арăмĕ Татьяна Андриановна
 │                │               │               │── Тимофей (1896-1916) 
 │                │               │               │── Антон (1898-1962)
 │                │               │               └── Пётр (1902-1989)
 │                │               │               ┌── Анастасия ()
 │                │               │               │── Нестор ()
 │                │               └── Аграфена (Чĕкеç)
 │                │                                    │── Гурий ()  
 │                │                                    │─ Корнил ()  
 │                │                                    └── Константин ()  
 │                │                                    ┌── Авдотья (1891-1962)
 │                │                ┌── Агрипина (1862-1924)
 │                │                │        упăшки Алексей Архипович (1858-1940)
 │                │                │                   └── Антон (1902-1943)  
 │                │                │                   ┌─── Лаврентий (1891-1944)
 │                │                │                   │── Матрёна (1894-1954)
 │                │                │                   │── Нестор (ача чухне вилнĕ)
 │                │                │── Яков (1864-1935)
 │                │                │         арăмĕ Анастасия Григорьевна (1865-1922)
 │                │                │                   │── Николай (1898-1967), çыравçă
 │                │                │                   │── Мария (1903-1994)
 │                │                │                   └── Тимофей (1907-1953), вĕрентӳçĕ
 │                │— Гордей (1828-1902)
 │                │              │                 ┌──  Арсений (1898-1966), вĕрентӳçĕ-Виталий (1834-2021), çыравçă
 │                │              │                 │──  Аркадий (1901-1942), çыравçă
 │                │              │                 │──  Владимир (1903-1965), служащи
 │                │              │- Иван (1866-1919)  
 │                │              │         арăмĕ Мария Кирилловна
 │                │              │                 │── Иван (1910-1955), служащи
 │                │              │                 │── Таисия (1912-1963)
 │                │              │                 └── Лука (1916-1984), служащи
 │                │              │                 ┌── Пётр (1902-1926)
 │                │              │                 │── Николай (1908-1942)
 │                │              │── Игнатий (1868-1930) 
 │                │              │          арăмĕ Ксения Елизаровна (1861-)
 │                │              │                 │── Серафима (1912-)
 │                │              │                 │── Дарья (1915-)
 │                │              │                 └── Елена (1918-)
 │                │              └── Василий (1874-1919), вĕрентӳçĕ
 │                │                                     ┌── Матрёна ()
 │                │                 ┌───── Иван ()——————
 │                │                 │                   └── Александр ()
 │                │                 │                   ┌── Нина (1905-)
 │                │                 │                   │── Матвей (1907-)
 │                │                 │                   │── Людмила (1909-1980)
 │                │                 │                   │── Николай (1910-1980)
 │                │                 │─────Матвей ()—————
 │                │                 │                   │── Валентина (1912-)
 │                │                 │                   │── Александра (1915-)
 │                │                 │                   │── Зоя (191917-)
 │                │                 │                   └── Мария (1923-)
 │                │── Николай (1840-1920)
 │                │                 │                   ┌── Николай (1923-1930)
 │                │                 │                   │── Григорий (1926-1974)
 │                │                 │────Тимофей ()─────
 │                │                 │                   │── Иван (1932-)
 │                │                 │                   │── Марфа (1929-1984)
 │                │                 │                   └── Пётр (1926-1974)
 │                │                 │                   ┌── Мария (1916-)
 │                │                 │─── Акулина (Лиза)— 
 │                │                 │                   └── Гликерия (1919-)   
 │                │                 │── Матрена (1905-1935)
 │                │                 │                   ┌── Фёдор ()
 │                │                 │                   │──  Михаил ()
 │                │                 └───── Ольга ()—————  
 │                │                                     │── Агрипина ()  
 │                │                                     └── Нина ()  
 │ ──── Матвей (1800-1850)
 │        арăмĕ Степанида (1793-)
 │                │ 
 │                │──── Урика
 │                │────  Ульяна (1817-)
 │                │────  Анна (1830-)
 │                └────  Уксинья (1833-)
 │
 │
 │──── Татьяна (1828 -)
 │
 │               ┌── Сергей
 └──── Захар (1833—)

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Йăх йĕркине тĕпчес ĕçе Николай Яковлевич Золотов пуçарса янă. 1964 çулта вăл йăх-тĕпĕн схемине туса хатĕрленĕ. Ку таранччен 900 çынна тупса палартнă. Çак хисепĕн шутне 1779 çулта çуралнă хысна тытăмлăхĕнчи (ведомствинчи) Иван Федоров ясак çĕр ĕçлекенĕ пуçлать (Ревизские сказки Аликовской волости Ядринского уезда от 18 марта 1834 года). Граждан вăрçине Золотовсен йăхĕнчен улттăн хутшăннă, виççĕшĕ киле таврăнайман, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине кайнă вунтăватă çынран улттăшĕ çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă.

Элĕкри литературăпа тăван ен тĕпчев музейĕнче Золотовсем çинчен уйрăм кĕтес çинче кăтартса панă.

Педагогсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Золотов Василий Гордеевич, — вĕрентӳçĕ, чăваш шкулĕсене йĕркелекенĕ.
  • Золотов Арсений Иванович, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
  • Золотова (Тихонова) Вера Лаврентьевна — вĕрентӳçĕ.
  • Золотова Руфа Герасимовна — вĕрентӳçĕ, Чĕмпĕрти вĕрентӳçĕсен шкулĕнче вĕреннĕ.
  • Попова (Золотова) Маргарита Аркадьевна — вĕрентӳçĕ. Вильнюсра пурăнать.

Çыравçăсем/журналистсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ăсчахсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Золотова Аида Петровна — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, "Принципам не изменили", Элĕк - Шупашкар, 1998.
  • Золотов А. А., Золотов В. А., Золотов В. Т., "Николалай Яковлевич Золотов. К 110-летию со дня рождения, к 85-летию со дня организации Союза писателей "Канаш", Чебоксары, "Новое время", 2008.
  • Аликовскому району 75 лет, хатĕрлекенĕ Л. А. Ефимов, Шупашкар, 2002.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.