Контент патне куҫ

Золотов Виталий Арсентьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Виталий Золотов
Çуралнă чухнехи ят: Золотов Виталий Арсентьевич
Çуралнă вăхăт: 1934, ака, 2
Çуралнă вырăн: Синер ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2021, пуш, 27
Вилнĕ вырăн: Санкт-Петербург, РФ
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: ăсчах, çыравçă, пĕрлĕх ĕçченĕ
Жанр: проза, публицистика
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Чыславсем: Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (2002), Чăваш Енĕн халăх академикĕ, ЧР ăслăхсемпе ӳнерсен наци академин хисеплĕ академикĕ
Золотов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Золотов Виталий Арсентьевич (2.3.1934, Синер ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП — 27.3.2021, Санкт-Петербург, РФ[1][2]) — ăсчах, чăваш прозăçи, пĕрлĕх ĕçченĕ, тăван ен тĕпчевçи, тинĕс-вăрçă ăслăхĕсен кандидачĕ (1966), 1-мĕш рангри капитан[3][4].

Чăваш Енĕн халăх академикĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (2002), Санкт-Петербургри чăваш ентешлĕхĕн ертӳçисенчен пĕри[5].

ЧНК Ваттисен Канашĕн пайташĕ (2013)

1934 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Элĕк районĕнчи Синер ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Арсений ИвановичЧĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлӳ илнĕскер – хăйĕн пурнăçне чăвашсене çутта кăларас ĕçе панă, амăшĕ – Анна Сидоровна – колхозра ĕçленĕ, килти хуçалăха тытса пынă.

Çиччĕ тултарсан Виталий Элĕкри шкула вĕренме кĕнĕ. Шкулта пĕлӳ илнĕ чухнех Виталий Золотов вĕрентӳçсем (М.П. Петрова – чăваш чĕлхи, А. И. Данилова – вырăс чĕлхи) пулăшнипе литература ĕçĕпе хăтланма тытăннă.

Флотри çулсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăтам пĕлĕве илсен Виталий Золотов 1951 çулта Ленинградри аслă вăрçă-тинĕс инженери-радиотехника училищине вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă вĕçлесе радиоэлектроника инженерĕ квалификацине алла илнĕ. Çамрăк офицер Çурçĕр флочĕн шывай кимми çине хĕсмете тăнă. Вăрçă-тинĕс флотне Виталий Арсентьевич пурнăçăн 40 çулне панă: вăл шывай киммисен пĕрлешĕнĕвĕн флагман ăстаçи, Аслă вăрçă-тинĕс А.С.Попов ячĕллĕ радиоэлектроника училищин адъюнкчĕ, кафедра вĕрентӳçи, вĕренӳ уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса тăрăшнă. 1989 çулта 1-мĕш рангри капитан хисеппе Виталий Арсентьевич саппаса тухать.

Ăслăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1966 çулта В.А.Золотов диссертацие хӳтĕлесе, вăрçă-тинĕс ăслăхĕсен кандидачĕ пулса тăнă, 1968 çулта вăл доцент хисепне тивĕçнĕ. Ăслăх-педагогика ĕç-хĕлĕнче пирĕн ентешĕн ССРП ХМ вăрçăиздатĕнче ТÇВ ăстаçисене çапăçăва хатĕрлемелли иккĕ кĕнеке, гидроакустикăпа монграфи пичетленсе тухнă, вăл 20 яхăн ăслăх-тĕпчев ĕçне тунă, 80 ăслăх статьине, педагогикăпа психологи енĕпе чылай рецензипе методика кĕнекине çырнă, вĕсене «Морской сборник» журналра тата А.С.Попов ячĕллĕ АВТРЭВ издательствиче пичетленĕ.

Литература пахчинче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература ĕç-пуçне Виталий Арсентьевич хĕсметрен запаса тухсан пĕтĕм чунĕпе пикеннĕ. Унăн хайлавĕсенчи тĕп темăсем: чăваш ялĕн пурнăçĕ, ача-пăча асамлă тĕнчи, çамрăксем кăмăл-туйăм енчен аталанса ӳсни, çар çыннисен ĕçĕ-хĕлĕ, хĕрарăмсен çăмăл мар кун-çулĕ.

Хăйĕн пĕрремĕш калавне («Кушак çури») Виталий Золотов 1997 çулта республикăри «Хыпар» хаçата панă. Пĕрремĕш кĕнекине «Принципам не изменили» 1998 çулта çутта кăларнă.

Тăван ене Виталий Арсентьевич 50 çур ĕмĕр ĕнтĕ тĕпчет, ытларах Синер ялĕн кун-çулне хăтлать. 20-мĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче çак ялта çуралнă 14 çын Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче çутлăха тухнă.

В.А.Золотов хăйĕн хевтелĕх ĕçĕсенче тăтăшах хăйĕн 1779 çула çити йĕрленĕ пысăк ăрăвĕн кун-çулне çырать. Ун чухне вăл çакăн пек йĕркелĕхе тытать:

«Пулса иртнине улăштараймăн, ку пире пани, халĕ пурăнакансен ăна, килĕшет-и вăл, килĕшмест-и, йышăнмалла».

Пĕрлĕхри ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

В.А.Золотов – Чăваш Республикин çыравçисен пĕрлешĕвĕн тата «Многонациональный Санкт-Петербург» пĕрлешĕвĕн пайташĕ. Юлашки пиллĕк çул хушши ытларах чăвашла прозăпа публицистика жанрĕсенче ĕçлет. В.А. Золотов Санкт-Петербургри чăваш ентешлĕхĕ хушшинче пĕрремĕш тăван чĕлхепе кĕнеке кăларма, сарма пуçланă.

2004 çулта В.А.Золотова Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçĕнчи чăваш наци-культура автономин ваттисен канашĕн председателĕ пулма суйланă, çав çулах ăна чăвашсен «Янташ» хаçатне редакцилеме шаннă. Пĕрремĕш номерне 2004 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче кăларнă. Хаçат 500 экзепляр шутпа тухать, ăна тӳлевсĕрех ентешсем хушшинче сараççĕ.

В.А.Золотов Санкт-Петербургри чăваш наци-культура центрĕнче хевтеллĕ ĕçлет, чаплă чăвашсен литература каçĕсене хатĕрлет. Çапла, унăн сценарисемпе çак темăсен каçĕсем иртнĕ:«Михаил Çеçпĕл поэт-трибун çурални 100 çул», «Чăваш поэзин классикĕ К.В. Иванов çурални 110 çул», «Иакинф Бичурин çурални 225 çул», «Манайми «Нарспи» поэмине кăларни 100 çул» иртнĕ.

М.А. Козлов академикăн «Живой мир» Э.Ф. Кузнецова çыравçăн «Архитектор Петр Егоров» кĕнекисене хăтланă. Юлашки çулсенче Н.Я. Бичурин паллă ăсчах-китайçă (Иакинф мăнах), П.Е.Егоров архитектор ĕçĕ-хĕлне пропагандăлать.

2021 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Санкт-Петербургра ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Пичетленнĕ ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Периодикăллă пичетре В.А.Золотов 40 çул ытла. Унăн пĕрремĕш ăслăх статьи «Морской сборник» журналра 1962 çулта тухнă. Хăйĕн калавĕсене, статьисене, очеркĕсене тата асаилĕвĕсене Чăваш Республикинче тата Санкт-Петербургра кăларать, «Ялав», «Медный всадник», «Невский альманах» журналсемпе, «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ», «За православие» хаçатсемпе туслă ĕçлет.

12 кĕнеке пичетлесе кăларнă.

  • «Принципам не изменили» (пĕрремĕш кăл.), (В.Т. тата А.А. Золотовсемпе пĕрле), Шупашкар, 1998.
  • «Принципам не изменили» (иккĕмĕш кăл., хуш.), Шупашкар, Наци библиотеки, 1998.
  • «Тепло матери», чăвашла вырăсла, СПб, 2000.
  • «Аркадий Золотов: писатель, критик, публицист», СПб, 2000.
  • «Верность» на чув. языке, СПб, 2001.
  • «Наша семья», СПб, 2002.
  • «Никита Бичурин – востоковед, литератор, историк и педагог», СПб, 2003.
  • «Древо жизни», первая книга, на чув. языке, СПб, 2003.
  • «Древо жизни», вторая книга, на чув. языке, СПб, 2004.
  • «О школе и учителях», СПб, 2004.
  • «Древо жизни», СПб, , 2005.
  • «С благоговением к родителям», СПб, 2005.
  • «Славный сын Отечества», об архитекторе Петре Егорове, СПб, 2006.
  • «Иакинф Бичурин и дело его жизни », СПб, 2006.
  • «Монах Иакинф», СПб, (В.А.Ивановпа пĕрле), 2007.
  • «Николай Яковлевич Золотов», Шупашкар, «Новое время», (В.Т. тата А.А. Золотовсемпе пĕрле) 2008.
  • «Золотой человек и продолжатели его дела»», Шупашкар, «Новое время», (В.Т. тата А.А. Золотовсемпе пĕрле), 2010.
  • «Аркадий Золотов – солдат и педагог, писатель и журналист, переводчик и критик», Шупашкар, «Новое время», (В.Т. тата А.А. Золотовсемпе пĕрле), 2010.
  • «Юратупа ырату», СПб, 2010.
  • « Наши родные в белых халатах», Шупашкар, «Новое время», (В.Т. тата А.А. Золотовсемпе пĕрле), 2011.
  • «Рыжик», (о братьях младших), СПб, 2011.
  • «Аннеçĕм»(Анне çинчен тăван чĕлхепе), СПб, 2011.
  • «Арсений Золотов – солдат, педагог и журналист», Шупашкар, «Новое время», 2012.
  • 1999 çулта В. А. Золотова Ăслăхсемпе ӳнерсен Петĕр академин пайташ-корреспонденчĕ пулма суйланă.
  • Чăваш культурине нумай çул хушши тупăшлă ӳсĕм кӳнĕшĕн 2002 çулта В.А. Золотов Чăваш Республикин президенчĕн Хутайĕпе «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçтернĕ.
  • Чăваш Республикин ăслăхсен тата ӳнерсен наци академин хисеплĕ академикĕ
  • Чăваш Енĕн халăх академикĕ
  • Ашшĕ — Золотов Арсений Иванович, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи
  • Арăмĕ – Раиса Дмитриевна
    • Ывăл: Алексей (1960 çур.) — терапевт-тухтăр
      • Мăнук: Виталий — С.О. Макаров ячĕллĕ Тинĕс академинче вĕренсе тухнă, тинĕсре груз турттаракан компани менеджерĕ.
    • Ывăл Сергей (1971 çур. ) — радиоинженер.
  • Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна,
  • "Принципам не изменили", Элĕк - Шупашкар, 1998.
  • Золотов, В. Пурнӑç йывӑççи / В. Золотов; вырӑсларан Ю. Силэм куарнӑ // Ялав. – 2003. - № 2. – С. 82-85.
  • Силэс, Ю. Золотов Виталий Арсентьевич / Ю. Силэм //Ялав. -2004. - № 4. – С. 89.
  • Виталий Арсентьевич Золотов // Древо жизни (от пращура Федора до наших дней – 1779 - 2005) /
  • В. А. Золотов, В. Т. Золотов, А. А. Золотов. – Синерь, Аликово, Чебоксары, СПб., 2005. – С.95-97:
  • Золотов Виталий Арсентьевич // Календарь 2009. Праздники церковные, государственные. Юбилеи и дни рождения / сост. А. А. Ананьев. – Чебоксары: Новое Время, 2009. – С. 44-45.
  • Аликовская энциклопедия / редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К.. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]