Контент патне куҫ

Золотов Арсений Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Золотов Арсений Иванович
Çуралнă вăхăт 1898, раштав, 10
Çуралнă вырăн Синер ялĕ, Элĕк вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1966, утă, 13
Вилнĕ вырăн Синер ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР
Ашшĕ Гордеев Иван Гордеевич
Амăшĕ Гордеева Мария Кирилловна
Ачисем Золотов Виталий Арсентьевич

Арсений Иванович ЗолотовЧăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.

Арсений Золотов 1898 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнчи (халĕ Элĕк районĕ) Синер ялĕнче, Гордеев Иван Гордеевич тата Мария Кирилловна килйышĕнче çуралнă.

1907-1913 çулсенче Арсений Халăх çутĕç министерствин икĕ класлă училищинче вĕренет, 1913 çулхи кĕркунне Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен семинарине пĕлӳ пухма кĕрет. Чĕмпĕрте Арсений ултă çул вĕренет. 1.11.1917 — 15.8.1918 тапхăрĕнче Ассакассири пуçламăш шкулĕнче ачасене вĕрентет.

1919 çулхи акан 19-мĕшĕнче Аркадий шăллĕпе, Николай Золотовпа пĕрле, 7-мĕш Чĕмпĕр полкне хăй ирĕкĕпех хĕсмете тăрать те граждан вăрçине хутшăнать, Ăренпур, Уральский, Илецкий патĕнче çапăçусене хутшăнать.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин фронтĕнчен тăван çĕршыва таврăнсан Элĕк райĕçтăвкомĕнче, РХПУ (РОНО) пуçлăхĕ (ака, 1944 — авăн, 1945), каярах райплан ертӳçи (юпа, 1945 — çурла, 1948) пулса вăй хурать.

1948 çулхи авăн уйăхĕнче Арсений Иванович каллех педагог ĕçĕнче тăрăшма тытăнать, Элĕкри вăтам шкулта географипе 5-7 классенче пĕлӳ парать.

Тивĕçлĕ канăва тухсан, Арсений Золотов халăхшăн кирлĕ ĕçе йĕркелесе пырать, архив материалĕсемпе чылай ĕçлет.

1966 çулхи утăн 13-мĕшĕнче 68 çулти Арсений Иванович куçне ĕмĕрлĕхех хупать. Унăн вилтăпри Синер ялĕн çăвинче.

  • Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи (1950)
  • Чăваш АССР Хисеп кĕнекине Арсений Ивановичăн ятне çырса хураççĕ (1957)
  • медальсем
  • хисеп хучĕсем

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, "Принципам не изменили", Элĕк - Шупашкар, 1998.