Иванов Алексей Васильевич
Алексей Иванов-Сермек | |
Çуралнă чухнехи ят | Иванов Алексей Васильевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1955, пуш, 22 |
Çуралнă вырăн | Енĕш Нăрваш ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Гражданлăх | СССР РФ |
Алексей Васильевич Иванов (1955 çулхи пушăн 22-мĕшĕ, Енĕш Нăрваш ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР çур.) — усламçă, чăваш культурине саракан ĕçчен, «Аксар» фирма йĕркелевçи, ертӳçи[1].
Кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1955 çулхи пушăн 22-мĕшĕнче Чăваш Енĕн (РСФСР, СССР) Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă.
Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Çемьере тăваттă ывăлпа пĕр хĕр çуралнă. Пĕр ывăлĕ вилнĕ. Ыттисем ӳссе çитĕннĕ, тĕрлĕ ĕçре вăй хураççĕ.
Çиччĕ çул хушши ялти шкулта пĕлӳ илнĕ. Саккăрмĕш класа вĕренме Шупашкарти физика-математика шкулне кĕнĕ. Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ электротехника факультетне вĕренме кĕнĕ.
Аслă пĕлӳ дипломне алла илсен Шупашкарти прибор тăвакан «Элара» савутĕнче конструктор вырăнĕнче ĕçленĕ.
1993 çултанпа хăй тĕллĕн ĕçпе хăтланма тытăннă, «Аксар» студине йĕркеленĕ. Чăваш юррисен кассетисене çырса Чăваш Республикинче çеç мар, юнашар çĕрсенче те сутма пуçлать.
Авланнă, арăмĕпе аслă ывăлĕ усламçăсем. Кĕçĕн ывăлĕ ăслăхра вăй хурать.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ «Фильм «Аттила» выведет чувашское кино на мировой рынок»(ĕçлемен каçă)
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Чăваш Енре çуралнисем
- Википедия:Статьи без изображений (тип: тăнлă çын)
- Усламçăсем
- Паллă усламçăсем
- Чăвашран тухнă усламçăсем