Контент патне куҫ

Шупашкарти физика-математика шкул-интерначĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шупашкарти 2-мĕш физикă-математикă шкул-интерначĕ
Хупнă 1981
Директор Русин В. А.
Тĕс Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул
Адрес 24 çурт, Уруков урамĕ, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР

Шупашкарти ФМШ е Шупашкарти физика-математика 2-мĕш №-лĕ шкул-интерначĕ е ЧШИ-2 (1968- 1981) — Чăваш Республикин Чăваш университечĕ çумĕнчи ятарлă шкул-интерначĕ.

Интернатăн пĕррĕмĕш директорӗ Егоров пулнӑ, вӑл Чӑваш АССР вӗренӳ министерствинче шкул тунӑ, шкул 1968 ҫулта уҫӑлнӑ. Егоров 1971 ҫулта вилнӗ те, вара шкул директорĕ пулса В. А. Русин ĕçленĕ.

Адресĕ: 24-мĕш çурт, Уруков урамĕ, Мускав районĕ, Шупашкар.

1981 çулта шкула хупнă.

Пĕрлехи хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шкула кĕме республикăри шкулсенчен, уйрăмах ялсенчи, физикăпа математикăна çивĕч чухлакан вĕренекенсене йыхравланă. Çичĕ класс программине ăнăçлă вĕçленĕ хĕр ачапа арçын ача çуллахи кану кунĕсенче Шупашкара килсе хăйĕн физика, математика хевтелĕхне тĕрĕсленĕ. Ятарлă программăпа вĕренме пултарнă шкул ачине саккăрмĕш класа вĕренме килме сĕннĕ.

Шкулра 8-, 9-, 10-мĕш классенче пĕлӳ панă. А, Б, В, Г, Д, Е, Ж тан (параллельлĕ) классем пулнă. Шкул пурĕпе 2000 ача вӗреннӗ.

Шкул-интернатăн спорт-выляв вырăнĕ. 2009, çулла.

С.П. Королёв ракетӑсен конструкторӗ ЦК КПСС космос валли кадрсем хатӗрлесси ҫине тимлӗх уйӑрма ыйтнӑ, ҫав отрасль валли чи лайӑх физикӑсемпе математиксем кирлӗ пулнӑ. Вӗсем вара катастрофӑлла сахал. 1960-мӗш ҫулсен варринелле СССР ҫутӗҫ министерствин ертӳлӗхӗ ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: совет вӑтам шкулӗнче математика вӗрентес система тарӑн кризисра тӑрать, реформӑсем кирлӗ. Вӑтам шкулта кивелнӗ математика ҫеҫ вӗреннине, унӑн ҫӗнӗ ҫитӗнӗвӗсене ҫутатманнине йышӑннӑ.[1]

СССР ҫутӗҫ министерстви педагогика ӑслӑлӑхӗсен академийӗ тата СССР Ӑслӑлӑх академийӗ хутшӑннипе математика вӗрентӗвӗн тытӑмне ҫӗнетес ӗҫе пурнӑҫланӑ. АН СССР математика уйрӑмӗн ертӳлӗхӗ ҫак реформӑсенче ертсе пыракан роле вылякан А.Н. Колмогоров академика модернизацилес енӗпе ӗҫлеме сӗннӗ.

Ҫавӑнпа та 1963 ҫулта Колмогоров МГУ ҫумӗнчи шкул-интерната туса хурас ӗҫе пуҫарса яракансенчен пӗри пулса тӑнӑ, хӑй те унта вӗрентме тытӑннӑ. Кайран вара СССР тӑрӑх ҫакӑн пек  5 центр йӗркеленӗ.

Интерната Чăваш университечĕ çумĕнче 1968 ҫулта уçнă. Асăннă университет ФМШ-ан ăслăлăх никĕсĕ шутланнă.

Шкулран вĕренсе тухнă çамрăксем Шупашкарти аслă пĕлӳ керменĕсене çеç мар, Мускав, Ленинград (Санкт-Петербург), Хусан, Чулхула тата урăх хула университечĕсене вĕренме кĕнĕ.

Яш-кĕрĕм çаплах аслă çар училищисенче инженер-командир профессине алла илме кăмăлланă.

Шкул-интернатра вĕренекенсем физика, математика, хими тата урăх олимпиадăсенче пĕлӳ çивĕчлĕхĕпе кĕрешсе пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Шкул ачисем Сачковпа Васильев 1978 ҫулта Лондонра Пӗтӗм тӗнчери физика олимпиадинче призлӑ вырӑнсене тивӗҫнӗ.

1981 çулта шкула хупаççĕ. Сăлтавĕ: шкулран вĕренсе тухакансенчен тăваттăмĕш пайĕ çеç Шупашкарта вĕренме юлать.

1980 çулта шкул-интернат вырăнĕнче, унăн çурчĕсенче педагогика колледжĕ ĕçлеме тытăннă. Халĕ вара ача-пӑча ӳнер шкулӗ те уçăлнă.

Вĕрентӳçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Шкул ĕçченĕсем:1-мĕш ретре - Алла Яковлевна (сулахайра пĕрремĕш)
  1. Физика:
    1. Александрова Тамара Васильевна
    2. Николаев Владислав Николаевич
    3. Хромова Алла Яковлевна
    4. Чугунова Алевтина Семеновна, вĕренӳ пайĕн ертӳçи
  2. Математика:
    1. Буряк Галина Васильевна
    2. Гриценко Галина Яковлевна
    3. Степанова Маргарита Ивановна
    4. Николаев Геннадий (Генрих) Кузьмич
  3. Хими:
    1. Шерстнёва Зоя Леонидовна
    2. Наталья Аркадьевна ...
  4. Истори:
    1. Тамара Ивановна ...
  5. Вырăс чĕлхи/литература:
    1. Ирина Александровна
    2. Пахат Зоя Федоровна
    3. Слепова (Егорова) Людмила Павловна
    4. Воробьева Тамара Васильевна
  6. Чăваш чĕлхи/литература:
    1. Антонова Зоя Серафимовна, фил. ăсл. канд.
  7. Физкультура:
    1. Поляков Евгений Александрович
    2. Анатолий Яковлевич ...
  8. Мусăк:
    1. Михайлов Анатолий Михайлович, композитор.
  9. Воспитательсем:

Московкина Лина Николаевна

Шкулран вĕренсе тухнă паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăсăклă хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕлпулăва кашни çулах çурла уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче ирттерме йышăннă. Пуçтарăну вырăнĕ — шкул картишĕ.

Сăн ӳкерчĕксен пухăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]