Контент патне куҫ

Изотов Александр Александрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Изотов Александр Александрович
Изотов Александр Александрович
Çуралнă вăхăт: 1907, авăн, 14
Çуралнă вырăн: Ĕнекасси, Чистай уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей Патшалăхĕ
Вилнĕ вăхăт: 1988, авăн, 10
Вилнĕ вырăн: Мускав
Патшалăх:

Раççей Федерацийĕ

Ăслăх сфери: геодези, маякилтерĕш математика
Альма-матер: Мускаври геодези, аэроÿкерев тата картографи институчĕ
Ăслăх ертӳçи: Ф.Н.Красовский
Чыславсемпе парнесем


Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ «Хисеп Палли» орденĕ
«Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль
Сталин парни — 1952

Ошибка: неверное или отсутствующее изображение

Изотов Александр Александрович (1907-1988) — совет гедезисчĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ ăслав тата техника ĕçлевçи, СССР Ăслав академийĕ çумĕнчи геодезипе астрономи пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ, техника ăславĕсен докторĕ, «СССР Хисеплĕ геодезисчĕ». профессор, Сталинăн иккĕмĕш степеньлĕ преми лауреачĕ (1952). 1944-мĕш çултанпа ВКП(б) пайташĕ[1].

Кунçулĕ пирки кĕскен

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи Тутарстанти Нурлат районне кĕрекен Ĕнекасси ялĕнчи чухăн чăваш килйышĕнче çуралса ÿснĕ. Хусан чăваш педагогика техникумне пĕтернĕ. 1928-мĕш çултанпа Мускаври геодези, аэроÿкерев тата картографи институтĕнче вĕреннĕ. 1936-мĕш çулта кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Унăн формулисемпе палăртавĕсем мĕнпур вĕрентĕшсене кĕнĕ. Малалла аслă геодези талккăшĕнче ĕçленĕ, доктор диссертацине хÿтĕленĕ, çулерех асăннă геодези, аэроÿкерев тата картографи институчĕн профессорĕ пулса тăнă.

1988-мĕш çулта Мускавра вилнĕ.

Чи пысăк та пĕлтерешлĕ ĕç

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

А.А.Изотов — Ф. Н. Красовский вĕренекенĕ. Хăйĕн вĕрентÿçи ертсе пынипе Изотов А.А. Çĕр чăмăрĕн хапине тĕрĕсрех палăртнă, Красовский эллипсоичĕн параметрĕсене шутласа тупнă; Ф.Н.Красовский вилсен унăн ĕçне малалла тăснă.

Пысăк совет энциклопедин 2-мĕш тата 3-мĕш кăларăмĕсене редакциленĕ.

Кăсăклă фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хусанти чăваш педтехникумĕнче А.А.Изотов Петĕр Хусанкайпа пĕрле вĕреннĕ[2].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]