Бурунди

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Republika y'u Burundi

Бурунди республики

Бурунди ялавĕ Бурунди гербĕ
Патшалăх чĕлхисем франци тата кирунди чĕлхисем
Тĕп хула Бужумбура
Чи пысăк хула Бужумбура
Президент Пьер Нкурунзиза
Премьер-министр
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
142 вырăнта
27 830 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2005)
 - Йышлăхĕ
99 вырăнта
6 370 609
540/км²
Валюта ячĕ Бурунди франкĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +02 пуçласа +02 таран
Патшалăх гимнĕ
Тетел доменĕ .ao
Тел. префиксĕ +257

Бурунди, — Африкăн тĕп пайĕнче вырнаçнă патшалăх. Руанда, Конго тата Танзани патшалăхĕсемпе юнашар вырнаçнă.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XVII ĕмĕртенпе никама та пахăнман патшалăх пек паллă. 1890-мĕш çулсенче нимĕçсен колонийĕ пулса тăнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи хыççăн вара Бельгине куçнă.

1962 çулта Бурунди пăхăнман патшалăх пулса тăнă. 1993 çулччен патшалăх влаçĕ тутсисен пĕчĕк ушкăнĕнче пулнă. Пăхăнма пăрахнă хыççăн тĕрлĕ халăхсем пĕр-пĕринпе хирĕçнĕ. Тĕп хирĕçӳсем 1964, 1972 тата 1990-мĕш çулсенче пулса иртнĕ.

1965 çулта хутусем патша йĕркине хирĕç пăлхав çĕкленĕ. Тутсисем астула хăйсен аллинче хăварма вăй тупнă. Анчах та кăшт вăхăт иртсен патша йĕркине хăйсемех пĕтернĕ.

1966—1993 çулсенче патшалăхра çар диктутури пуçланнă. Патшалăха ку вăхăтра Аслă Революци Канашĕн председателĕ ертсе пынă.

1993 çулта пĕрремĕш демократиллĕ суйлавра Мельхиор Ндадайене суйласа илеççĕ. Вăл хуту халăхĕнчен пулнă, анчах та кăштах вăхăт иртсен ăна тутсисен çар çыннийĕсем персе вĕлернĕ.

1996 çулта Пьер Буйои майор патшалăхри влаçа çавăрса илет.

2003 çулта патшалăх влаçĕ хутусем патне куçать, патшалăха Домитьен Ндайизейе ертсе пыма пуçлать.

Пайланăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Патшалăх 17 провинци çине пайланать, кашни вĕсенчен тата 117 коммунăран тăрать.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.