Имерети
Имерети
იმერეთი | |
---|---|
Карта | |
Имере́ти (Имере́тия, груз. იმერეთი) — Рионипе унăн юпписен вăтам юхăмĕнчи шыв çĕр лаптăкĕнче вырнаçнă Анăç Грузин историллĕ облаçĕ. Имеретинсем грузин чĕлхин имерети диалекчĕпе калаçаççĕ.
Облаçĕн тĕпĕ — Кутаиси. Пĕтĕмпе — 6552.3 км².[1]
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XV ĕмĕрĕн вĕçĕнче, феодалсем хăйсем хушшинчи вăрçăсем Тамерлан тапхăрĕнче татах вăйлансан, Имерети хăй тĕллĕ феодал патшалăхĕ — Имерети патшалăхĕ (Картлипе Кахети пекех) — пулса тăрать, тĕп хули — Кутаиси.
XVI ĕмĕрĕн вĕçĕнче Имерети патшалăхĕ Имерети территоринче тытăмланать.
Иран-турккă 1555 çулхи килĕшĕвĕпе Имерети патшалăхне османсен Турцийĕ пăхăнтарать, чурасем е укçа-пурлăх парса тăрать. Унăн кун-çулĕнче пĕрмайхи феодалсен пăлхавĕсем тата чура сутăвĕ. Феодалсем хушшинчи вăрçăсем уйрăмах XVII ĕмерте вăйланаççĕ.
Соломон I (1752 — 1784) патша çеç хăйĕн влаçне çирĕплетме хăять. Вăл чурана сутма чарать, пĕтĕм Анăç Грузие пĕрлештерме тăрăшать. Соломон I турккăсемпе нумай çул çапăçса 1757 çулта çĕнтерĕве тупать те Картли патшипе II Ираклипе 1758 çулта вăрçă пĕрлешĕвне кĕрет.
XVIII ĕмĕрте Имерети патшисем пĕрре çеç мар Раççейрен пулăшма йăлăннă, анчах та Турципе хирĕçес мар тĕллевпе çакна пурнăçа кĕртеймен. 1769 çулта ĕнтĕ Екатерина II Грузие Тотлебен генералăн (каярах, раççей çарне илсе тухиччен, ăна Сухотин генерал улăштарнă) корпусне янă. Тотлебен Имеретири турккă карманĕсене, Кутаиси хулана çĕнтерсе илнĕ. Çаплах вăл Поти карманне хупăрланă. Раççей çарĕ, кунта нумай тăман пулсан та, çак вăрçă ăнăçĕсем Турципе килĕшӳ хутне çырма çăмăллăх панă: Кӳчук-Кайнарджа вырăс-турккă килĕшĕвĕпе 1774 çулта Имерети Турцие парăмне пăрахăçланă. Тотлебен ткртса илнĕ кармансене турккăсене тавăрса паман.
1811 çулта Имерети патшалăхĕ Раççей империн Имерети облаçĕ шайне куçнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ საქართველოს მოსახლეობის 2002 წლის პირველი ეროვნული საყოველთაო აღწერის შედეგები: ტომი I. მთავარი რედაქტორი: თეიმურაზ ბერიძე. თბილისი: საქართველოს სტატისტიკის ეროვნული სამსახური, 2003, გვერდი 52. ISBN 99928-0-768-7
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Имерети Викиампарта? |