Тамерлан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тамерлан (Уксах Тимур, Тимур), — тĕнче çĕнтерсе илнĕ, Вăтам Азин историйĕнче самай йĕр хăварнă çарпуçĕ. 1336 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Кеше (халĕ Шахризабз) хулинче çуралнă. 1405 çулта Отрар хулинче чирлесе вилнĕ. Историксем вăл нарăсăн 18-мĕшĕнче вилнĕ теççĕ, палăкĕ çинче вара нарăсăн 15-мĕшĕнче вилнĕ тесе çырса хăварнă.

Этимологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ячĕ тĕрĕк чĕлхинчен Тимĕртен (железный) палăртат. Хăркăссем Темирдей. Ытти чухне "Усах Тимĕр" тесе чĕннĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тимур ачалăхĕ вăхăтĕнче Вăтам Азире Джагатай патшалăхĕ саланса кайнă. 1346 çултанпа Мавераннахрта тĕрĕк эмирĕсем хуçăланнă. 1348 çулта монгол ханĕсем астул çине Туклук-Тимура лартнă. Вăл вара Хĕвелтухăçри Туркестанра, Кульджин Енĕнче, Çичшывра хуçа пулнă.

Пĕрремĕш тĕрĕс эмирĕсем шучĕнче Казаган (1346—1358) пулнă. Тимур малтан Ахăр саманара йĕркеленнĕ вăрă-хурахсен ертӳçи пулнă. Хăйĕн çыннисемпе вăл Кеша Хаджи патĕнче хĕсметре тăнă. 1360 çулта Мавераннахрта Туклук-Тимур çĕнтерсе илнĕ, Хаджи Хурасана тарнă. Тимур ханпа калаçса татăлса Кеша хуçи пулса тăнă.

Аваллăхра Тимур чăвашсемпе нумай вăрçнă, 1390-1395 çулсенче чăваш халăхĕн 50-90% вĕлернĕ, салатса янă.

Тимурăн виçĕ мăн харçи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тимерлан патшалăхĕ.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]