Инерциаллă пуçлав тытăмĕсем сĕтĕрĕнни
Инерциаллă пуçлав тытăмĕсем сĕтĕрĕнни, е Ле́нзе — Ти́рринг эффекчĕ, — çаврăнакан пысăк массăллă ĕскерсем çывăхăнче сăнанакан тата танлаштарулăхăн пĕтĕмĕшле теорийĕпе (ОТО) çыхăннă пулăм. Эффект хушăмла тата Кориолисăнни пек хăвăртланусем çуралнипе палăрать. Урăхла каласан, кун пек чухне гравитаци уйĕнчи тĕслĕхле ĕскер тĕлне хушăмла вăйсем тивеççĕ.
Ньютон механикинчи Кориолис хăвăртланăвĕ инерциаллă мар пуçлав тытăмĕн инерциаллă пуçлав тытĕмĕ тĕлешĕнчи кĕтесле хăвăртлăхĕнчен тата тĕслехле ĕскерĕн инерциаллă мар пуçлав тытăмĕнчи линилле хăвăртлăхĕнчен çеç килет тата вăл çакăнпа тан
Лензе тата Тирринг 1918-мĕш çулта кăтартса панă тăрăх, ОТО эффекчĕсене шута илекен Кориолис хăвăртланăвĕн, радиуслă тата массăллă çаврăнакан ĕскертен инçĕшĕнче, малсăлтав пулсан, хушăмла компонент пур[1]:
кунта
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Herbert Pfister. On the history of the so-called Lense-Thirring effect PhilSci Archive, 25 March 2006 (Герберт Пфистер. К истории так называемого эффекта Лензе — Тирринга.)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Lense J., Thirring H. Uber den Einfluß der Eigenrotation der Zentralkorper auf die Bewegung der Planeten und Monde nach der Einsteinschen Gravitationstheorie. Physikalische Zeitschrift, 19 (1918), 156—163.