Контент патне куҫ

Кайăк кăвакал

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Кăвакал-хăй ҫинчен куҫарнӑ)
Кăвакал-хăй
Кайăк кăвакал
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Класс: Вĕçен кайăксем
Латинла çырни
Anas platyrhynchos
Кăвакал-хăй ами
Anas platyrhynchos

Кайăк-кăвакал, ларка-кăвакал е кăвакал-хăй (лат. Anas platyrhynchos) — килти кăвакал пекрех пысăках мар шывра путман вĕçекен кайăк.

Кăвакал ами çăмарта тăвать, чĕпĕ ларса кăларать. Çăмартисем (10–12) шурă. Йăвине тĕрлĕ вырăнта тума пултарать. Анчах та яланах шыв хĕрринче, çĕр çинче. 27 кунтан чĕпписем тухаççĕ. 8 эрнерен чĕпписем çăмăллăнах вĕçеççĕ. Кĕркунечен кăвакал пулаççĕ. Кăвакал аçин сасси хулăмрах.

Ку кăвакал апат таврашне тиркесех каймасть. Шыв курăкĕсемпе те, шывра пурнакан чĕрчунсемпе те тăранать. Рационта раксемпе пулăсем те пур.

Ака уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ. Авăн уйăхĕнче вĕçсе каяççĕ.

Йышĕпе вĕсем пирĕн тăрăхра сахал мар, çапах та çынсем вĕсене тытса шутне нумай пĕчĕклетеççĕ.

Килти кăвакал пысăкрах, вĕçейместь, шывпа сăсăл, тырă, тулă, çерем çиме, чулсам çăтма, шыва кĕме юратать.

Çăмарта, ашпа тĕк парать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Бейчек В., Штястны К. Птицы. Иллюстрированная энциклопедия. — Лабиринт-пресс. — ISBN 5-9287-0615-4
  • Яновский А. Не нужен им берег турецкий… // Наука в Сибири. — Новосибирск: Сибирское отделение Российской академии наук. — № 9 (2495). (О зимовках крякв в Новосибирске.)(2015 çулхи Пуш уйӑхӗн 7-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  • Carboneras C. Family Anatidae (Ducks, Geese and Swans) // Handbook of Birds of the World: Ostrich to Ducks / J. del Hoyo, A. Elliott & J. Sargatal (Eds.). — Vol. 1. — Barcelona: Lynx Edicions, 1992. — P. 536—629. — 696 p. — ISBN 84-87334-10-5(акăлч.)