Кай, кай Ивана! (юрă)
Курӑнакан калӑплав
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кай, кай Ивана! (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Кай, кай Ивана! | |
Юрă | |
---|---|
Жанр | лирикăлла юрă |
альбомĕн трек-лисчĕ | |
- |
Кай, кай Ивана! — Василий Воробьёв (1887-1954) композитор Никифор Ваçанка поэт сăввипе çырнă лирикăлла юрă.
Юррăн никĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юррăн никĕсĕнче — халăх хайлавĕ (фольклор). Çапах та эпир асăнакан юрă оригиналлă япала шутланать. Авторсем Тимофей Парамонов Канаш районĕнчи Сухайкасси[1] ялĕнче çырса илнĕ "Кай, кай Хусана!" юрăпа усă курнă[2]. Тимофей Парамонов çырса илнĕ текст тата кĕвĕ халиччен упранни-упранманни паллă мар. М.Г.Кондратьев ак çапла калани пур:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Фольклорный сюжет состоял из двух диалогов: в первом девушка упрекает возлюбленного за то, что он не едет в Казань за подарками, во втором она отвергает богатых женихов, предлагаемых ей матерью, предпочитая любимого Хведера.[2]<Куçару: Фольклорла сюжет икĕ диалогран тăнă: малтанхинче хĕр каччине Хусана парнесем илме кайманшăн ÿпкелет, иккĕмĕшĕнче явăнакан пуян каччăсене, амăшĕ сĕнекенскерсене, катертет; юратнă Хĕветĕрпех пуласшăн.>
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Халĕ ку ял Канаш хулипе пĕрлешсе кайнăпа пĕрех.
- ^ 1 тата 2 Кондратьев М.Г. Чăваш энциклопедийĕнчи статья.