Каховский Василий Филиппович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Василий Филиппович Каховский
200 px
Çуралнă вăхăт: 1915, раштав, 20
Çуралнă вырăн: Атнаш, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1993, çурла, 24
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен, Раççей
Патшалăх:

Раççей империйĕ, СССР, Раççей Федерацийĕ

Ăслăх сфери: истори, этнографи, археологи
Ĕçлев вырăнĕ: Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕ
Ăсчах степенĕ: истори ăслăхĕсен тухтăрĕ
Ăсчах хисепĕ: профессор

Каховский Василий Филиппович, — Вăтам Атăлçи тăрăхне тĕпченĕ паллă археолог, профессор. 1916 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Атнаш ялĕнче çуралнă. Василий Филипповичăн пурнăçĕ 1993 çулхи çурлан 24-мĕшĕнче татăлнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Василий Филиппович Хусан кĕпернинчи Атнаш ялӗнче хресчен çемйинче çуралнă.

Малтан Канаш педтехникумӗнче вӗренсе тухнӑ. 1935-мӗш ҫултанпа ял шкулӗнче вӗрентнӗ. 1941 çулта Василий Филиппович Чăваш патшалăх педагогика институчĕн çутçанталăкпа тĕпчев тата Мускаври Н.Г. Чернышевский ячĕллĕ истори, философи тата литература институчĕн истори факультетне куҫӑмлӑ мар майпа вӗренсе пӗтернӗ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. 1946-мӗш ҫӳлтан пуҫласа 1967-мӗшччен Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче вӗрентнӗ. 1955-1958 çулсенче Чăваш АССР çутĕç министрĕ пулса ӗҫленӗ. 1958-1967 çулсенче — ЧППИ-н истори кафедрин ертӳçи. 1967-1989 çулсенче — ЧПУ истори факультечĕн пĕрлехи истори кафедрин ертӳçи. 1969 çулта профессор ятне тивĕçнĕ. 1989-1993 çулсенче — НИИЯЛИЭ-н археологипе антропологи уйрăмĕн ертӳçи. Пурнӑҫӗ 1993-мӗш ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче кӗтмен ҫӗртен татӑлнӑ.

Василий Филипповичăн вĕрентӳçи — паллă археолог Смирнов А.П. Каховскин тĕпчев ĕçĕсем питĕ анлă пулнă, вăл чуллăхлă ĕмĕрсенчен пуçласа кай вăтам ĕмĕрсем таранчченхи палăксене тупса тĕпченĕ.

Хисепĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Чăваш Республикин ăслăлăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Паллă ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • "Происхождение чувашского народа" , Шупашкар, 1963, 2003.
  • "Памятники материальной культуры Чувашской АССР", Шупашкар, 1957.
  • "Раскопка кургана у д. Кумакассы Ядринского района Чувашской АССР", УЗ ЧНИИ, вып. XIX, с. 143-149, Шупашкар, 1960.
  • Н.В. Трубниковăпа пĕрле, "Курганный могильник близ с. Раскильдино Аликовского р-на", УЗ ЧНИИ, вып. XVI, Шупашкар, 1958.
  • "Археологические раскопки в Чувашии в 1961 году", Научный архив ЧНИИ. № 1872.
  • "Итоги работ третьего отряда Чувашской археологической экспедиции за 1958 и 1959 годы", Научный архив ЧНИИ. № 1631.
  • Н.В. Трубниковăпа пĕрле, "Городище "Хула çурчĕ" около д. Изванкино Аликовского района Чувашской АССР", УЗ ЧНИИ, вып. XVI, Шупашкар, 1958.
  • "Отчет о работе 2-го отряда Чувашской археологической экспедиции за 1960 год", Научный архив ЧНИИ. № 1744.
  • "Клад джучидских монет близ д. Нимичкасы Красноармейского р-на Чувашской АССР", УЗ ЧНИИ, Т. XIX, Шупашкар, 1960.
  • "Была ли письменность у чувашей в древности?", УЗ ЧНИИ, вып. XXI, Шупашкар, 1962.
  • "Последняя эпоха бронзы в Чувашии", СА № 1, 1962.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]