Димитриев Василий Димитриевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Димитриев Василий Димитриевич
Димитриев Василий Димитриевич
Çуралнă вăхăт: 1924, кăрлач, 11
Çуралнă вырăн: Çĕрпӳел, Çĕрпӳ районĕ, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2013, кăрлач, 8 (88 çул)
Вилнĕ вырăн: ССРП
Патшалăх:

Flag of the Soviet Union.svg ССРПРаççей ялавĕ Раççей

Ăслăх сфери: истори, палеографи
Ĕçлев вырăнĕ: Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕ
Ăсчах степенĕ: истори ăслăхĕн тухтăрĕ
Альма-матер: Чăваш патшалăх И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕ
Disambig gray.svg Димитриев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Димитриев Василий Димитриевич (кăрлач, 11 1924, Çĕрпÿел ялĕ, Çĕрпÿ районĕ, Чăваш Енкăрлач, 8 2013, Раççей) — паллă чăваш ăсчахĕ, истори ăслăлăхĕн тухтăрĕ, профессор.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче хутшăннă, Чăваш патшалăх И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университне вĕренсе тухнă хыççăн Мускав патшалăх М. В. Ломоносов ячĕллĕ университечĕн аспирантурине пĕтернĕ. Димитриев 20 çул хушши Чăваш чĕлхи, çыравлăхĕ тата истори ăслăх-тĕпчев институчĕн, халĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертÿçи пулнă. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕн профессорĕ те пулнă.

"Чӑваш энциклопедийӗ" пайăртнă тăрăх, Василий Димитриев вăтам ĕмĕрсен Атăлçи тата атăлçи халăхĕсен кун-çулĕн ертсе пыракан тĕпчевçисенчен пĕри пулнă. Унăн 1968-мĕш çулта хÿтĕленĕ тухтăр диссертаци "Феодализм тапхăрĕнчи Чăваш Ен кун-çулĕ" ятлă пулнă. Димитриев хăй умне чăваш халăхĕ мĕнле пулса кайнине, Атăлçи Пăлхар кун-çулĕн, пăлхар-чăвашсен Ылтăн Уртари тата Хусан ханлăхĕнчи пурнăçĕ çинчен, Раççей империйĕн чăвашсене хĕсĕрленĕ колониллĕ политики çинчен тĕпчев ыйтусене лартнă. Димитриев Раççей историографинче пĕрремĕш хут XIV-XV-мĕш ĕмĕрсенчи пăлхар çĕрĕсене çаратса тустарнине, XVI-XVIII-мĕш ĕмĕрсенче чăвашсемпе вĕсемпе кÿршĕллĕ халăхсем саралса вырнаçнине тĕпченĕ.

Василий Димитриев — 300 -е çити ăслăх ĕçĕсен авторĕ тата вĕсен шутĕнче 19 монографи. ("История Чувашии XVIII века", "Чувашские исторические предания", "Чуваши: Этническая история и традиционная культура" тата ытти те). Вăл Никита Бичурин, Спиридон Михайлов, Николай Никольский пек чăваш ĕçченĕсем çинчен тĕпчев ĕçĕсепе çутта кăларса ăслăх таврашне чылай истори çăлкуçĕсем хушрĕ.

Тĕпчев ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • В. Д. Димитриев, "Откуда мы родом" статья, "Чăваш Ен" хаçат, 1991
  • Димитриев В.Д. Чебоксары: Очерки истории города конца 13–17 вв. Чебоксары, 2003. 184 с.
  • Димитриев В.Д. Чувашские материнские селения Свияжского, Кокшайского, Чебоксарского, Козьмодемьянского, Цивильского, Ядринского, Курмышскошо и Симбирского уездов первой половины XVIII века: Справочник. Чебоксары, 2006

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Димитриев Василий Димитриевич: учёный, педагог, общественный деятель, гражданин: сборник статей / сост. Г.А. Николаев; отв. ред. И.И. Бойко. Чебоксары: ЧГИГН, 2013. 252 с.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]