Контент патне куҫ

Колчак (поэма)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Колчак
Жанр: поэма
Автор: Илле Тăхти
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул 1919
Пичетленĕ: 1919
Уйрăм кăларăм: 1919, 1935
Куçару: урăх чĕлхесене куçарни е куçарманни паллă мар

"Колчак"Илле Тăхти 1919-мĕш çулта чăвашла çырнă сатирăлла поэма-памфлет.

Пичелесе кăларни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Малтанхи хут 1919-мĕш çулта тÿрех кĕнекен пичетлесе кăларнă. Тепĕр кăларăм — 1935-мĕш çулта.

Хайлава пĕтĕмĕшле ăнлантарни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Жанр тата шăнăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăннă поэма — политикăлла памфлет. Эппин ăна шăпах çак шайран пăхса хаклас пулать. Поэт хăй хайлава поэма мар, политикăлла памфлет тенĕ имĕш[1]. Анчах та кунта хирĕçÿлĕх çук. Мĕншĕн тесен поэма тата памфлет — тĕрлĕ лаптăкри тата тĕрлĕ шайри ăнлавсем.

Сюжет тата фабула

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăннă поэма — эпикăлла хайлав. Ĕç-пуçа автор хăй пуçĕнчен шутласа кăларнă. Вăл палăртнă йĕрпе йĕрленсе пырать.

Поэма сăввин уйрăмлăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Текст уйрăм блоксенчен тăрать. Вĕсене, хăнахнă майпа, юхăм çавра е тирада теме пулать. Састашсем çук. Эппин ку шурă сăвă. Виçине изосиллабизмла дольник теме пулать. Тепĕр енчен, 1919-мĕш çултах, Çеçпĕл Мишши çĕн ăслайсем йĕркеличчен, çырнине кура, силлабика сулăмĕллĕ темешкĕн те май пур.

Совет саманинче хайлава пропаганда тĕллевĕсемпе усă курни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллах, поэмăна çырасса та пропаганда валли çырнă. Çав тери пысăк тиражпа (15 000 экземпляр) тухнă[2]. Хĕвелтухăç фронтĕнчи хĕрлĕ салтаксем хушшинче салатнă вĕсене. Каярахпа та унпа çав майпах усă курнă. Апла пулин те çакă поэмăн пĕлтерĕшне тата пахалăхĕсене йÿнетсе яма пултараймасть.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ В.Г.Родионов. Илле Тăхти прози. — Хыпар, август, 26, 2014.
  2. ^ Илле Тăхти. Поэзи. Проза. Публицистика. Шупашкар, 1979. — 366 С.