Илле Тăхти
Илле Тăхти | |
Çуралнă чухнехи ят: | Илья Ефимович Ефимов |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1889, авăн, 4 |
Çуралнă вырăн: | Нӳшкасси ялĕ, Тăвай вулăсĕ, Çĕрпӳ уесĕХусан кĕпĕрни (халĕ Тăвай районĕ, Чăваш Ен) |
Вилнĕ вăхăт: | 1938, нарăс, 22 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи тата фольклорисчĕ |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Илле Тăхти (паспортра: Ефимов Илья Ефимович), (1889 çул, авăн, 4, Чăваш Ен, Тăвай районĕ, Нӳшкасси ялĕ — 1938 çул, нарăс, 22, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш çыравçи, сăвăçи.
СССР ÇП пайташĕ (1934).
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1889 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Нӳшкасси ялĕнче çуралнă.
Ялти шкулта пĕлӳ илнĕ хыççăн Хусанти вĕрентӳçсене хатĕрлекен семинарире вĕренсе тухнă, Чăваш Енри Элĕк районĕнчи Тавăт шкулĕнче ĕçленĕ. Халăх хушшинче çӳрекен сăвă-юрăна нумай пухнă.
1911 çулта вĕсене Хусанта пĕр харăсах иккĕ кĕнеке калапланă: пĕри — «Тавăт, Мĕлĕш, Шураç юррисем», тепри — «Хураç». 1922-1925 çулсенче республикăри Халăх çутĕç комиссариачĕн инспекторĕ пулса тăрăшнă.
1925-1928 çулсенче Мускав литература институтĕнче вĕреннĕ, çав вăхăтрах «Ĕçлекенсен сасси» журналпа «Чăваш хресченĕ» (каярахпа «Коммунар») хаçат редакцийĕсенче ĕçленĕ.
1928-1931 çулсенче вăл Шупашкарти педагогика техникумĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1931-1938 çулсенче Илле Тăхти литература ĕçĕпе пурăннă.
Чылай çул хушши ӳпке чирĕпе асапланнă хыççăн вăл 1938 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Шупашкар пульницинче вăхăтсăр вилсе кайнă.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Автор пурĕпе 10 кĕнекене çутта кăларнă:
- «Колчак» (1919; 1935),
- «Калавсемпе сăвăсем» (1930),
- «Шерхулла» (1936),
- «Калавсем» (1955),
- «Суйласа илнисем» (1960),
- «Поэзи, проза, публицистика» (1979).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Чăваш литературин антологийĕ», ред.: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .
- Кириллова И. Ю., "Своебразие художественного мира Илле Тăхти", ЧПУ, Шупашкар, 2006.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Çĕрпӳ уесĕнче çуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Чăваш фольклорисчĕсем
- Чăваш çыравçисем
- Раççей фольклорисчĕсем
- ССРП çыравçисем
- ССРП фольклорисчĕсем
- 1889 çулта çуралнисем
- Авăнăн 4-мĕшĕнче çуралнисем
- Нарăсăн 22-мĕшĕнче вилнисем
- 1938 çулта вилнисем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренсе тухнисем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем