Контент патне куҫ

Кондратьев Станислав Алексеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Станислав Кондратьев
Тулли ят Станислав Алексеевич Кондратьев
Çуралнă вăхăт 1938, чӳк, 14
Çуралнă вырăн Туктамăш ялĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Патшалăх СССР РФ
Профессисем XX ĕмĕрти опера юрăçи, XXI ĕмĕрти мусăк педагогĕ
Ушкăнсем

Кондратьев Станислав Алексеевич (14.11.1938, Туктамăш ялĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш юрăçи, мусăк педагогĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (1979), РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (1991), РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (2009)[1].

1938 çулхи чӳкĕн 14-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăш ялĕнче çуралнă. Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Хусанти консерваторие вĕренме кĕнĕ. 1965 çулта Асăннă конверваторин вокал факультетне ăнăçлă вĕçленĕ, унтах аспирантурăра вĕренсе тухнă (1973). 1965 - 1970 çулсенче – Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ. 1973 çултанпа — Шупашкарти мусăк училищинче вокал уйрăмне ертсе пынă, 2002 çултанпа — Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институчĕн соло юрланин кафедрин профессорĕ.

100 ытла специалиста хатĕрленĕ, вĕсен хушшинче – тĕнчери конкурссен лауреачĕсем А.Л. Ланцов, Л.Н. Толстова[2].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]