Контент патне куҫ

Котин Жозеф Яковлевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Жозеф Яковлевич Котин
Çуралнă вăхăт: 1908 çулхи пушăн 10-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Павлоград
Вилнĕ вăхăт: 1979 çулхи юпан 21-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Ленинград
Патшалăх:

Раççей империйĕ Раççей империйĕ
ССРП

Ăслăх сфери: Танктăвăм
Ĕç вырăнĕ: СКБ-2 Киров савучĕн Тĕп конструкторĕ, 1937 — 1968 çç.;
СССР хӳтĕлев промăçлăхĕн министрĕн çумĕ, 1968 — 1972 çç.
СССР АК депутачĕ (1946—1950; 1966—1970)
Альма-матер: Ф. Э. Дзержинский ячĕллĕ РВСН вăрçă-техника çар академийĕ
Паллă: Танк-трактор конструкторĕ
Ӳкерчĕк:Kotin ZY.jpg
Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ Котин Ж. Я.

Жозе́ф Я́ковлевич Ко́тин (пуш, 10 1908, Павлоград Днепропетровск облаçĕ — юпа, 21 1979, Ленинград) — танксемпе тракторсен совет конструкторĕ, инженери-техника хĕсмечĕн генерал-полковникĕн, техника ăслăхĕсен тухтăрĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Украинăн Днепропетровск облаçĕн Павлоград хулинче çуралнă.

1927 çултанпа Харьковри политехника институтĕнче пĕлу пухнă.

1930 çултанпа — Хĕрлĕ çарта. ССКП пайташĕ, 1931 çултанпа.

1932 çулта Ф. Э. Дзержинский ячĕллĕ вăрçă-техника академине вĕçлет. 1932-1937 çç. — инженер, каярахпа ĔÇХÇ механизаципе моторизаци вăрçă академин ăслăлăх-тĕпчев уйрăмĕн конструктор бюровĕн пуçлăхĕ[1].

1937 çултанпа — Киров савучĕн тĕп конструкторĕ.

1941—1943 çç. — СССР танк промăçлăхĕн халкомĕн çумĕ, Челепи трактор савучĕн тĕп конструкторĕ.

КВ-2, КВ-16, КВ-85, ИС-1 йывăр танксене тăвас ĕç-пуçсене ертсе пынă. Котин 2-мĕш тĕнче вăрçинчи чи вăйлă 122-миллиметрлă тупăллă ИС-2 танка хатĕрлесе тунă. 1943-1944 çç. Котин ертсе пынипе КВ-1С тата ИС базисемпе СУ-152, ИСУ-152, ИСУ-122 хăй тĕллĕ куçакан артиллери хатĕрĕсене тунă. Вăрçă çулĕсенче Челепи трактор савутĕнче 18 пин танкпа хăй тĕллĕ куçакан артиллери хатĕрне туса кăларнă.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче Котин Ленинграда таврăнать, кунта вăл ИС-4 (1947) йывăр, шывра ишекен ПТ-76 танка (1951), Т-10 йывăр танка (1953), шывра ишекен БТР-50П бронетранспортёра (ПТ-76 танк базипе), çаплах КТ-12 трель (1948) тата кустăрмаллă К-700 (1963) трактора туса хатĕрленĕ.

1968 çултанпа — СССР хӳтĕлев промăçлăх министрĕн çумĕ.

СССР Аслă Канашĕн депутачĕ (1946—1950, 1966—1970).

Котина Новодевичье çăвине пытарнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ биография Котина на сайте sem40.ru

 Котин Жозеф Яковлевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче