Кубашина Лидия Михайловна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кубашина Лидия Михайловна, — сăвăç, тăлмач. 1950 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 1975 çултанпаЧăваш кĕнеке издательствинче ĕçлет. Корректор, редактор пулнă. Халĕ тĕп редактор çумĕ вырăнне йышăнать.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лидия Михайловна хăй сăвăсем çырать, чăваш сăвăçисен сăввисене вырăсла куçарать. Унăн сăввисем «Стихи» (Сăвăсем, 1994), «Межсезонье» (1999) сăвăсен пуххисенче пичетленнĕ. Çавăн пекех унăн хăйĕн «Еще один сюжет» (2001) ятлă сăвăсен пуххи тухнă.