Сенĕк Иван Герасимович
Курӑнакан калӑплав
(Кузнецов Иван Герасимович ҫинчен куҫарнӑ)
Иван Сенĕк | |
Çуралнă вăхăт: | 1886 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Çĕн Тĕмер ялĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Елчĕк районĕ, Чăваш Республики) |
Вилнĕ вăхăт: | 1941 |
Вилнĕ вырăн: | Куйбышев |
Гражданлăх: | СССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | проза |
Жанр: | фельетон, калав |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Сенĕк Иван Герасимович (чăн хушамачĕ Кузнецов, 1886, Çĕн Тĕмер ялĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) — 1941, Куйбышев) — чăваш прозăçи.
Кели Григорий Ивановичăн ашшĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1886 çулта халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районне керекен Çĕн Тĕмер ялĕнче çуралнă.
Хусанта вĕрентекенсене хатĕрлекен семинарире вĕреннĕ. Ачасене вĕрентнĕ. Октябрь революцийĕ хыççăн партипе совет аппаратĕнче ĕçленĕ. Самар Ен ĕçтăвкомăн чăваш секцийĕнче вăй хунă.
1941 çулта Самар хулинче вилнĕ.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шӳтлĕ калавсемпе фельетонсем çыра-çыра «Капкăнра», ытти хаçат-журналта пичетленнĕ. «Йĕплĕ хулă» (1935) ятлă кĕнеке кăларнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |