Контент патне куҫ

Тĕмер (Елчĕк районĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Çĕн Тĕмер ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тĕмер пăхăр.
Тĕмер
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Елчĕк районĕ
Ял тăрăхĕ Çирĕклĕ Шăхаль
Координатсем 55°11′59″ с. ш. 47°49′51″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Малтанхи ятсем Новая Тинчюрина при речке Ерыкле, Новая Тичурина, Воздвиженское (Тинчурино), Тюмерево, Степное (Тюмери)
Наци йышĕ чăвашсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83549
Почтă индексĕ 429396
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 255 828 001
Тĕмер (Елчĕк районĕ) (Раççей)
Точка
Тĕмер (Елчĕк районĕ) (Чăваш Ен)
Точка

Тĕмер (выр. Новое Тинчурино) — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял. Ял Çирĕклĕ юханшывăн икĕ айăккинче вырнаçнă. Ял тăрăхĕнче икĕ кӳлĕ, пĕве пур. Елчĕкрен 15 çухрăмра ларать. Шупашкара çити 140 çухрăм, Канаша çити 60 çухрăм. 2004 çулта яла газ кĕртнĕ.

Ялта 2004 çул пуçламăшĕнче 315 килте 921 çын пурăннă.

XVIII ĕмĕрте хăпартнă чиркӳ пирĕн кунсемченех упранса юлнă. Ялта лавкка, шкул, фельдшер пункчĕ, культура çурчĕ, вулавăш пур.

Ял çывăхĕнче çавăн пекех «Труд» ял хуçалах кооперативĕн фермисем, трактор паркĕ вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 659 çын, çав шутра 323 арçын, 336 хĕрарăм пурăннă[2].

1921 çулхи чӳк уйăхĕн 19-мĕшчен Тетюш уесĕн Курнавăш вулăсне, каярах вара 1927-мĕш çулченПатăръел уесĕн Курнавăш вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Кĕçĕн Елчĕк районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Елчĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне, 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Елчĕк районне кĕрет.

Ял епле пулни çинчен çапла калани пур. Яла Тăвай районĕнчи Тĕмер ялĕн çыннисем куçса килсе никĕсленĕ теççĕ. Истори хучĕсенче ял çинчен çапла çырса хăварнă: «Новое Тинчурино (Тимерево), Степной тож (Тюмерли) при реке Ерыкле».

XVIII ĕмĕрте кунта Турăн Хĕрес Воздвижени чиркĕвне купаласа лартнă хыççăн яла Воздвиженски теме пуçланă. Тĕмер ят çармăсла «юманлăх» пек куçарăнать.

Архив хучĕсем тăрах 1710 çулта ялта 32 хуçалăх пулнă. 1721 çулта хуçалăхсен шучĕ 23 танлашнă, пурĕ 127 çын пурăннă.

Тăван Çĕршыв Аслă вăрçине ялтан 253 çын хутшăннă, вĕсенче 106-шĕ каялла таврăнман.

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]