Контент патне куҫ

Кели Григорий Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Григорий Кели
Çуралнă вăхăт: 1901, кăрлач, 1
Çуралнă вырăн: Çĕн Тĕмер ялĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Елчĕк районĕ, Чăваш Республики)
Вилнĕ вăхăт: 1931, кăрлач, 23
Вилнĕ вырăн: Куйбышев
Гражданлăх: СССР
Ĕçлев тĕсĕ: проза
Жанр: калав, рецензи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Кели Григорий Иванович (чăн хушамачĕ Кузнецов, 1.1.1901, Çĕн Тĕмер ялĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Елчĕк районĕ, Чăваш Республики) — 23.1.1931, çавăнтах) — чăваш сăвăçĕ, критикĕ[1]. [2]

1901 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районне кĕрекен Çĕнĕ Тĕмер ялĕнче çуралнă.

Хăпас ялĕнчи иккĕмеш ступеньлĕ шкулта, Етĕрне районĕнчи Чурашра вĕрентекенсене хатĕрлекен семинарире, Шупашкарти рабфакра, Ленинградри патшалăх университетĕнче вĕреннĕ.

Çарта пулнă, Шупашкарти облчекари ĕçленĕ.

1931 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче ӳпке чирĕпе чирлесе çамрăклах çĕре кĕнĕ.

Çеçпĕл Мишши ĕçне маллалла тăснă. Сăввисене Çеçпĕл Мишши пек çырнă. Ыттисене çавăн пек çырма чĕнсе, «Саллабикăпа тоника çинчен тавлашни менле сӳтĕлсе тухрĕ», «Сăвăсене мĕнле çырмалла?», «Поэзи формисем çинчен» тата ытти статьясене çырнă.

Григорий Келин «Октябрь кĕввисем» ятлă кĕнеке тухнă.

Вăл çавăн пекех Марфа Трубина, Петĕр Хусанкай, Митта Василий Егорович çинчен статьясем çырнă.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Дмитриев, В. Таçта вуланă пек / В. Дмитриев // Коммунизм ялавĕ. – 1965. – 17 нояб.
  • Долгов, В. Г. И. Кузнецов-Кели // Долгов, В. Чăваш литературин сăн-сăпачĕ / В. Долгов. – Шупашкар, 1963. – С. 277-300; çавах: Чăваш календарĕ. – Шупашкар, 1966. – С. 13.
  • Долгов, В. Григорий Кузнецов / В. Долгов // Тăван Атăл. – 1961. – № 1. – С. 93-100.
  • Eрмилов, А. Чăваш литературинчи паллă ятсем / А. Eрмилов // Канаш (Ульяновск обл.). – 1991. – 5 янв.
  • Игнатьева, И. Вăл Хапăсра вĕреннĕ / И. Игнатьева // Хыпар. – 2006. – 1 ака. – С. 11.
  • Игнатьева, И. Хунавлах хӑрнӑ талант : [Григорий Кели (Кузнецов) сӑвӑҫ ҫинчен] / И. Игнатьева // Хыпар. – 2011. – 26 кӑрлач. – С. 4.
  • Кели Г. И. // Ялав. – 1971. – № 1. – С. 15.
  • Пĕчĕк ялăн пысăк поэчĕ // Канаш. – 1996. – 27 çурла.
  • Поэт тата критик // Ялав. – 1991. – № 1. – С. 15.
  • Скворцов, Г. Вӑл Хапӑсра вӗреннӗ / Г. Скворцов // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар р-нӗ). – 2011. – 9 нарӑс. – С. 3.
  • Турхан, Е. «Пурӑннӑ пулсан...» / Е. Турхан // Сувар (Тутарстан). – 2013. – 1 нарӑс (№ 5). – С. 9. – (Калем : литература кӑларӑмӗ).
  • Фомина-Владимирова, О. «Силабĕк», «тонĕк» теттĕмĕр...» / О. Фомина-Владимирова // Тăван Атăл. – 2003. – № 9. – С. 72.
  • Юрьев, М. Поэт, критик, публицист / М. Юрьев // Коммунизм ялавĕ. – 1971. – 13 янв.
  • Ялкир, П. Поэт тата критик / П. Ялкир // Коммунизм ялавĕ. – 1981. – 11 янв.
  • Ялкир, П. Революци поэчĕ / П. Ялкир // Коммунизм ялавĕ. – 1991. – 4 кăрлач.
  • Ялгир, П. Çеçпĕл ĕçне тăсакан / П. Ялгир // Тăван Атăл. – 2006. – № 8. – С. 105-107.
  • Артемьев, Ю. М. Кузнецов (Кели) Григорий Иванович / Ю. М. Артемьев // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 236.
  • Артемьев, Ю. М. Кузнецов (Кели) Григорий Иванович / Ю. М. Артемьев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 386.
  • Афанасьев, П. Кели (Кузнецов) Григорий Иванович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебксары, 2006. – С. 195-196.
  • Малышкин, Н. Ф. Кузнецов Григорий Иванович / Н. Ф. Малышкин // Яльчикский район : краткая энцикл. – Чебоксары, 2007. – С. 178-179.
  • Юрьев, М. Певец новой жизни / М. Юрьев // Молодой коммунист. – 1961. – 6 янв.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]