Куйбышев шыв усравĕ
Куйбышев шыв усравĕ | |
Шыв усравĕ Чĕмпĕр патĕнче | |
Тăршшĕ | 500 км |
Анлăшĕ | 35 км |
Лаптăк | 6,5 пин км² |
Калăпăш | 58 км³ |
Кĕрекен юханшывсем | Чулман Атăл, Сĕве, Хусан, Аслă Çарăмсан |
Куйбышев шыв усравĕ — Атăл çинчи чи пысăк шыв усравĕ.
1955—1957 çулсенче Атăла Шукăль тăвĕ тĕлĕнче Ставрополь-Атăл-çинчи (халĕ Тольятти) хули патĕнче пӳлсе Атăл ГЭС-не тунă хыççăн пулса тăнă.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шыв усравĕн вăрăммăшĕ 500 çухрăм ытла, чи сарлака вырăнĕ Чулман Атăл кӳлмекĕнче — 35 çухрăм, шыв тĕкĕрĕн лаптăкĕ — 6,5 пин çм² (юханшывсем хушшинче — тĕнчере пĕрремĕшĕ), пĕтĕм шывĕ — 58 çм³, вĕсенчен 34 çм³ — усăлли. Пӳлнĕ шывăн çӳллĕшĕ — 29 м. Унăн чикки Атăл тăрăх Шупашкар тĕлне, Чулман Атăлпа — Чуллă Çыр патне çитет. Чулман Атăл, Сĕве, Хусан тата ытти юханшывсен айлăмĕсене йышăнать.
Хуçалăхри усăллăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шывуправĕн тĕп ĕçĕ — электроэнерги туса кăларасси. Ккунта пăрахутсене çӳреме питĕ лайăх, çаплах хулана шывпа тивĕçтересси, уй-хире шăварасси ĕçшĕн çав тери ансат. Унсăр пуçне, шыв пулă пуянлăхне ӳстерме пулăшать.
Микроклимат
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шыв усрав Атăлăн юхăмне питĕ улăштарнă: çуркунне шыв сахалтарах сарăлма пуçланă, çуллапа хĕлле — хăпарнă та. Хусан патĕнче шыв çӳллĕшĕн вылянăвĕ халĕ 5—6 м, малтан, шыва пӳличчен, 10—11 м пулнă. Ку вырăнти шыв халĕ 3-5 кун маларах шăнса ларать, çурхи пăртан вара каярах тасалать. Шывуправăн 3-6 çухрăм таврашĕнчи микроклимачĕ, тĕпĕнчи тата çыран хĕррисенчи пулăмсем улшăннă, абрази тата çыран арканăвĕсем вăйланнă, çĕр ишĕлни самайланнă. Шыври тата шыв çумĕнчи флорăпа фауна питĕ вăйлă улшăннă.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Раççейĕн чи пысăк шыв усравĕсем (500 тв.çм ытла) |
|
---|---|
Ĕçлекеннисем | Братск1 • Бурей • Тури Тулом • Вилюй • Волгоград2 • Воткинск3 • Выгозерское • Горький2 • Зея • Красноярск4 • Чулман Атăл3 • Курей • Куйбышев (Самар)2 • Кума • Анат Чулман Атăл3 • Çĕн Çĕпĕр • Пролетарское • Рыбинск2 • Сарăту2 • Саян-Шуша4 • Серебрянск • Илим-Вăрри1 • Хантă-Вăрри • Шупашкар2 • Цимлян |
Тăвăнаканнисем | Богучан1 • |
Проектсем | |
Асăрхавсем |
1Ангара çинче • 2Атăл çинче • 3Чулман Атăл çинче • 4Енисей çинче |