Контент патне куҫ

Тат чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тат чĕлхи
Тăван ячĕ: зуун тати, zuhun tati
Патшалăхсем: Раççей, Азербайджан
Регионсем: Дагестан
Официаллă статус: Дагестан
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Инди-европа çемьи
Иран ушкăнĕ
Хĕвел анăç кĕçĕн ушкăн
Çырулăх: кириллица, латиница (Тат çырулăхĕ)
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3: ttt — тат чĕлхи

jdt — туçи еврейсен диалекчĕ

Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Тат чĕлхитатсен, туçи еврейĕсен тата эрмен-татсен диалект ушкăнĕ. Иран чĕлхисен кăнтăр-анăç кĕçĕн ушкăнне кĕрет. Азербайджанпа Раççейре (Кăнтăр Дагестан) сарăлнă. Калаçакансен йышĕ Раççейре 3 пине яхăн çын (2002 ç., çырав)[1]. Азербайджанра калаçакансен йышне палăртман.

Ячĕсен варианчĕсем — «зуһун тати», «парси», «фарси» е вырăн ячĕпе, тĕслĕхрен «лахыджы»Лахыдж пурăнан вырăн ятĕнчен. Азербайджанри Апшерон, Кубин, Дивичи, Хызин, Сиазань, Исмаил тата Шемахин районĕсенче; Раççейре — Кăнтăр Дагестанра вырнаçнă.

Тат челхин ареалĕ (сарă)
Тĕп статья: Тат çырулăхĕ


Иран мар халăхĕсен диалекчĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Татсемсĕр пуçне, тат чĕлхипе Кавказ лешьенчи иран мар пурăнан халăхăн уйрăм ушкăнĕсем — эрменсем тата туçи еврейĕсем — тат чĕлхин хăй диалекчĕсем йĕркеленсе кайнă.

Эрмен диалекчĕ. XV ĕмĕртенпе вырăнти эрмен халăхĕн пайĕ, йĕри-тавра мăсăльман халăх культурин сĕмĕ айне пулса тат чĕлхине куçса пынă. Пач урăхла версипе, Сасанидсен тапхăрĕнчи Иранри миафизит общининчен куçса килнĕ перссем, 100 çула яхăн пурăнса мĕнпур енĕпе эрменленнĕ — чĕлхерен пуçласа антропологи тĕсне çити.

Тат чĕлхиллĕ эрменсен диалектĕнче — хăйсене вĕсем «parskeren» («персисем») теççĕ — карланкă тата эмфатика сассисем, эрмен фонологи, лексика, грамматика тата калька субстрачĕ те пур, çавăн пекех перс кăк сăмахĕсенче перс чĕлхинче çук «тж», «ц», «тз» эрмен аффрикачĕ пур, çакна эрмен субстрачĕн е адстрачĕн семĕ теме пулать. Хальхи вахăтра вĕсен пĕтĕмпех эрмен хăйăстăнĕ, эрмен ячĕсемпе хушамачĕсем. 1980-мĕш çулсен вĕçне çитичченех çак диалектпа Азербайджан ССР кĕрекен Исмаилли районĕн ялĕсенче калаçнă. Халĕ Раççейре тата Эрменире (Дпреван) пурăнаççĕ[2][3]. Халĕ çак диалекта çухалнă теме те пулать — ватă çынсем куллен çеç усă кураççĕ.

Туçи еврейĕсен диалекчĕ. Еврей диалекчĕ (ăна «джухури» тенĕ) ытти еврей чĕлхисем — идиш, ладино, киврули т. ыт. — пекех йĕркеленсе пынă. Культурипе чылай хушă уйăрăлса пурăннипе туçи еврейĕсен диалекчĕ самаях улшăннă, çавна пула тат чĕлхипе калаçакансем тата «еврей» диалекчепе пуплекенсем пĕр-пĕрне, йывăр пулин те, ăнланаççĕ. Лексикинче арамей тата авалхи еврей чĕлхисенчен куçнă сăмах чылай. Азербайджан Республикин çурçĕр районĕсенче (Губа х.) Дербент районĕнче (Кăнтăр Дагестан, Раççей) саралнă. 1929 çулченхи çырулăхĕ еврей алфавичĕн никĕсĕнче пулнă, 1929 çулта — латин йĕркине куçнă, 1938 çулта вырăс алфавичĕпе усă кураççĕ.

Çырулăх йĕркеленсен те «джуури» ăслăхра официаллă шая хăпарайман, ăна «тат чĕлхи» теме тытăннă.

Дагестан Республикин 1994 ç. Конституципе [4] «тат чĕлхи» ятлă туçи еврей диалекчĕ республикăри литература чĕлхисенчен пĕрри шутланать, пуçламăш тата вăтам шкулта вĕрентеççĕ; кăштах вĕрентӳ тата илемлĕ литературине пичетлеççĕ, «Ватан» хаçат тухать. Çапла пулин те, диалект пĕтсе пырать (еврейсем Израиле куçса каяççĕ, туçи еврейĕсем ерипен вырăсланса пыраççĕ).

Мăсăльман-тат чĕлхи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăтам ĕмĕрсенче Ширвани Хагани перс графикине усă курса тат чĕлхипе темиçе сăвă çырнă.

1928 çулчен татсем-мăсăльмансем тат калаçăвне çырма перс чĕлхипе усă курнă.

Каярахпа мăсăльман-тат чĕлхи çырусăр пулса тăрать. Кавказ лешьене Раççей империйĕ хăй йышне кĕртиччен татсем çырура фарсипе кăна усă курнă, мăсăльман татсен калаçу диалекчĕпе Апшеронра усă курнă. Азербайджан латиницин никĕсĕпе йĕркеленĕ çырулăхпа сайра усă курнă.

1928 çулчен туçи еврейĕсем тат челхишĕн юрăхлă авалхи еврей алфавичĕпе усă курнă. 1928—1938 çулсенче латин алфавичĕпе, 1938 çултанпа — вырăс графикин никĕсепе тунă алфавитпа усă курнă:

А а Б б В в Г г Гъ гъ Гь гь ГI гI Д д
Е е Ё ё Ж ж З з И и Й й К к Л л
М м Н н О о П п Р р С с Т т У у
Уь уь Ф ф Х х Хь хь Ц ц Ч ч Ш ш Щ щ
Ъ ъ Ы ы Ь ь Э э Ю ю Я я

Азербайджанра тат чĕлхинче (тат чĕлхиллĕ мĕнпур конфессиллĕ халăх валли) 1990-мĕш çулсен пуçламăшĕнче азербайджан латиниципе усă кураççĕ.

Хальхи азербайджан эстрадинче профессиллĕ туçи-еврей чĕлхипе юрă шăрантаракан сайра. Вĕсенчен пĕрри — Аян Бабакишиева юрăç. Она спела песни на слова Д. Раханаева и Ш. Агарунова. Унăн «Дюл е песе (Нигаранам)» юрри Азербайджанри хит-парадсене лекнĕ. Альбомне туçи-еврей юррисене кĕртнĕ.

Тат-мăсăльман фольклорĕпе юрă сахал хайланă.

Литературăра

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тат чĕлхипе хайлакан çыравçăсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ширвани Хагани тата Низами Гянджеви перс сăвăçисен чĕлхинче мăсăльман-тат йĕрĕсене асăрхама пулать, Хагани хайланă хăшпĕр сăввинче тат-мăсăльман чĕлхин кивĕ варианчĕн фарси лексикографисем пур.

Татла та, вырăсла та дагестан çыравçисем — Хизгил Авшалумов, Миши Бахшиев тата ур. — çырнă. Туçи-еврей "джухури" чĕлхипе Кавказ тата Израиль литературинче хастар усă кураççĕ.


Илемлĕ литературăра асăнни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тат чĕлхи çинчен Виктори Токаревăн Зануда калавĕнче асăннă[5]:

Кăштах юрату пирки пуплесен, Женька туслăх çине куçрĕ. Вăл Люçăна хăйĕн татсен чĕлхине вĕреннĕ тусĕ пирки каласа пачĕ. Çак чĕлхене татсем хăйсем тата Женькăн тусĕ пĕлет, урăх никам та.

Токарева В.С. Зануда

  • Агарунов Я. М., Агарунов М. Я. Татско (еврейско)-русский словарь. М., 1997.
  • Дадашев М.Б. Русско-татский (горско-еврейский) словарь. М., 2006.
  • Грюнберг А. Л. Язык североазербайджанских татов. Л., 1963.
  • Грюнберг А. Л. Давыдова Л. Х. Татский язык, в кн: Основы иранского языкознания. Новоиранские языки: западная группа, прикаспийские языки. М., 1982.
  • Грюнберг А. Л. Татский язык. // Языки мира / РАН. Ин-т языкознания; Редкол.: В.Н. Ярцева (пред.) и др. — М.: Индрик, 1997. — Иранские языки. Ч. 1: Юго-западные иранские языки / Редкол.: В. С. Расторгуева (отв. ред.) и др. — 207 с.
  • Миллер Б. В. Таты, их расселение и говоры. Баку, 1929.
  • Миллер В. Ф. Материалы для изучения еврейско-татского языка. СПб., 1892.
  • Миллер В. Ф. Опыт грамматики татского языка. Ч. 2. М., 1907.
  • Миллер В. Ф. Очерки морфологии еврейско-татского наречия. СПб., 1892.
  • Миллер В. Ф. Татские этюды. Ч. 1. Тексты и татско-русский словарь. М., 1905.
  • Соколова В. С. Очерки по фонетике иранских языков. Ч. 1. М.—Л., 1953.
  • Соколова В. С. Очерки по фонетике иранских языков. Ч. 1. М.-Л., 1953.
  • Ширвани Хагани. Диван

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Перепись населения России за 2002 г. 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ New Madrasa but was renamed Dprevan, the Armenian translation of Madrasa, which means school in Arabic, Madrasa is located in the Ashdarag Region of Armenia, approximately 30 miles north of Yerevan. (акăлч.)
  3. ^ см. тут.
  4. ^ Конституция Республики Дагестан, гл. 1, ст. 10, 1994 г. 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
  5. ^ Токарева В. С. Этот лучший из миров (пухмач)
Wikimedia Incubator
Wikimedia Incubator