К. В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕ (Шупашкар)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
К. В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕ
Никĕсленĕ 1921, нарăс, 21
Директор С. В. Аcамат
Чăваш наци музейĕн сайтĕнчи музей страници

К. В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕ - Чăваш наци музейĕн филиалĕ.

Музей экспозицийĕ чăваш литературине çуралнăранпа хальхи тапхăра çити кăтартать. Музей экспоначĕсем витĕр чăваш литературин ĕмĕрĕ курăнать. Музейре пуръенле тата темăлла экскурсисем иртеççĕ, çыравçăсемпе тĕл пулаççĕ, литературăпа кĕвĕ каçĕсене йĕркелеççĕ.

Музейе чăваш литературине пуçарса яракан К. В. Иванов ятне тивĕçтернĕ.

Пур экспозици лаптăкĕ — 952 тв.м.

Адресĕ: Шупашкар, Ленинград урамĕ, 29/20 çурт.

Музей ертӳçи — С. В. Аcамат.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Музейе 1940 çулти юпа уйăхĕнче йĕркелесе уçнă. Чăваш литературипе ӳнерлĕхĕн музейне чăваш литературин классикĕ К. В. Ивановăн 50-çуллăхĕ тĕлне уçнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапрансан музей вăхăтлăха ĕçлемест.

1957 çулта экспозицисене Н. Корытников купсан пулнă çуртĕнче каллех уçаççĕ. 1978 ç. Шупашкар ГЭСне хута кĕртнĕ май музей хупаççĕ. 1990 çулхи çăвăн 27-мĕшĕнче К. В. Иванов 100 çул тултарнă тĕле, Литература музейĕн пурнăçĕ Шупашкар хули варринче çĕнĕрен чĕрĕлет.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]