Контент патне куҫ

Лебес

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Лебес

Лебес (лат. Lebes) — авалхи Грецин савӑт-сапи, хӑрах е виҫӗ ураллӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлемелли кӑкшӑм, тата унпа ҫӑвӑнма та, кӗпе-тум ҫума та усӑ курнӑ. Чи малтанах вӗсене пӑхӑртан, кӗмӗлтен е тӑмран ӑсталанӑ.

Уйрӑмах вӗсен шутӗнчен икӗ авӑрлӑ лебес гамикос (туй хуранӗ) палӑрса тӑрать. Туйсенче лебес гамикоса туй хӗрӗпе юнашар вырнаҫтарнӑ та тасату йӑла-йӗркинче тата чечек лартма усӑ курнӑ.

Лебес спорт ӑмӑртӑвӗсен ҫӗнтерӳҫӗсене панӑ парне те пулнӑ.

  • Johannes Irmscher, Renate Johne (Hrsg.): Lexikon der Antike. 9. neubearbeitete Auflage, Bibliografisches Institut, Leipzig 1987, ISBN 3-323-00026-9.
  • Joseph Veach Noble: The Techniques of Painted Attic Pottery. Thames & Hudson, London 1988, S. 53.