Контент патне куҫ

Стамнос

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Стамнос

Стамнос (лат. Stamnos) — амфора евӗрлӗ авалхи ҫавра савӑт. Вӑл лутра мӑйлӑ тата икӗ авӑрлӑ. Стамноссемпе Лаконипе Этруринче архаика тапхӑрӗнче эрех, ҫу тата ытти шевек тытма усӑ курнӑ. Хупӑллӑ стамноссем те тӗл пулаҫҫӗ. Грексем стамноссене пелик тенӗ. Афинана стамноссем 530 п. эраччен. ҫ. патнелле ҫитнӗ, вӗсене Этрурине сутма ҫех ӑсталанӑ.

Стамноссем ытларах Диониса чысласа тунӑ хӗрлӗ фигураллӑ тӑм савӑт-сапасемпе усӑ курнӑ хӗрарӑмсен уявӗсенче тӗл пулаҫҫӗ. Ҫавӑнпа стамноссене леней вазисем те теҫҫӗ.