Контент патне куҫ

Лутрофор

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Лутрофор.

Лутрофор (ав.гр. λουτροφόρος, лат. Loutrophoros) — авалхи Грецин хӗртнӗ тӑм савӑт-сапи, ытти тӑм савӑтран лутрофор варӑм майӗпе тата урӑхла аврисемпе уйрӑлса тӑрать. Ритуал тӗлӗпе усӑ курнӑ.

Лутрофор туй тата виле пытарас йӑла-йӗркере шыв тытма лекифпа е лебес-гамикоспа пӗр пек усӑ курнӑ. Ҫапла вара ӑна качча кайман хӗрарӑмсен вилтӑприсенче тӗл пулма пулать. Тата чулран скульптура е рельеф туса унпа палӑксене илемлетнӗ. Афинари Керамик масарӗнче вӗсем нумайӑн тӗл пулаҫҫӗ.