Гидрия

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Гидрия

Гидрия (ав.гр. ὑδρία), урӑхла (ав.гр. κάλπις) — Авалхи Грецири тӑмран тунӑ савӑт, шыв тытмалли савӑт. Хӑш чухне вӗсенче виле ҫунтарнӑ кӗлне упранӑ.

Гидрисемпе унсӑр пуҫне сасӑланӑ чухне шӑпа янине туртса кӑларма усӑ курнӑ.

Геометри мелӗнчи гидрисем ҫуллӗ те вӑрӑм мӑйлӑ пулнӑ. Пирӗн эраччен VI ӗмӗрӗнче ҫаврарах гидрисене туса кӑларма пуҫланӑ. Гидрия виҫӗ авӑрлӑ: пӗр мӑшӑр пӗчӗккисем ӑна ҫӗклеме, варринчи пӗр авӑрӗ - шыв яма меллӗрех пулма.

Гидрисене пуҫ е хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳренӗ.

Пӗчӗк гидрисене «гидриск» тесе ят хунӑ.

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]