Контент патне куҫ

Амфора

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Панафинеи амфори.

Амфора (ав.гр. ἀμφορεύς — «икĕ авăрлă савăт») — антик тапхăрĕн тăрăхла е çăмарта евĕрлĕ тăм кăкшăм, аврисем тӳрĕ е айккисенче пулаççĕ. Амфорасем ытларах шĕвĕр тĕплĕ, пĕчĕк ураллисемпе çавра тĕплисем те чылаях тĕл пулаççĕ, лапчăк тĕплисем сайра. Вĕсемпе грексем, рим çыннисем, этрусксем усă курнă. Тăмран тунисĕр пуçне, амфорасене пăхăртан, кĕмĕлтен, мрамортан, кантăкран тунă. Ахаль тăм амфорасем анлă сарăлнă пулнă, вĕсенче олив çăвĕне тата эрех тытса усă курнă. Кивĕлнисенпе вилесене пытарма тата суйлавра усă курнă.

Кашни амфора ăсталăхĕн лаççин хăйĕн савăт-сапин уйрăм калăпăшĕ тата пичет палли пулнă, ку вăл тунин вăхăтне тата суту-илӳ çыхăнăвĕсене тĕпчесе пĕлме май парать.

Амфорăна 5 л - 50 л. таран шĕвек кĕме пултарать. Пысăк та çӳллĕ амфорасене шĕвĕ япаласене турттарнă çĕртре усă курнă. Римра 26,03 литр (авалхи Римăн кублă педĕ е грек «таланчĕ») кĕрекен амфорасемпе шĕвексене виçме усă курнă.

Амфорасене тĕсĕсемпе йĕркелекенĕ нимĕç археологĕ Генрих Дрессель пулнă. Вырăс археологĕ С. Ю. Монахов та амфорасен тĕпчев ĕçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă.

Тата ытти икĕ авăрлă капăрлатнă тĕрлĕ кăкшăмсене те амфора теççĕ. Илемлĕ капăрлатнă, олив çăвĕпе тултарнă Панафиней амфорисене (Панафиней вăййисенче), спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерӳçисене парнеленĕ.

Час-часах çавăн пек калăпăшлĕ ытти культурăсен савăт-сапине те амфора тенĕ.

  • Амфора // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]