Чайкина Елизавета Ивановна
Лиза Чайкина | |||
Елизавета Ивановна Чайкина | |||
Çуралнă вăхăт | 1918 çул, çурла, 28 | ||
---|---|---|---|
Çуралнă вырăн |
Руно ялĕ, Пе́но районĕ, Калинин облаçĕ (халĕ Тĕвер облаçĕ) | ||
Вилнĕ вăхăт | 1941 çул, чӳк, 23 | ||
Вилнĕ вырăн |
Пено паççулки, Пе́но районĕ, Калинин облаçĕ (халĕ Тĕвер облаçĕ) | ||
Пăхăнулăх | |||
Çапăçусем/вăрçăсем | Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи | ||
Чыславсем тата парнесем |
|
Елизаве́та Ива́новна Ча́йкина (çурла, 28, 1918 ç., Ру́но ялĕ, Пе́но районĕ — чӳк, 23 1941 ç., Пе́но паççулки) — Калинин (халĕ Тĕвер) облаçĕнчи Пено вăрттăн комсомол райкомĕн секретарĕ, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи партизан отрядне йĕркелекенсенчен пĕрри, Совет Союзĕн Паттăрĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1918 çулхи çурлан 38-мĕшĕнче Тĕвер облаçĕнчи Пено районĕнчи Руно ялĕнче çуралнă. Вырăс. Вăтам пĕлӳ илнĕ.
ПРКП(б) пайташĕ (1939). 1939 çулта ăна Пено комсомол райкомĕн секретарĕ пулма суйланă. 1941 çулта Лизăна Калинин (халĕ Тĕвер) хулине облаçри парти тата комсомол ĕçтешĕсен курсне вĕренме янă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ВЛКСМ Пено райкомĕн секретарĕ Лиза Чайкина çамрăксен вăрттăнла организацине ертсе пынă, Великие Луки облаçĕ тата Калинин облаçĕсен территорисенче тăшмана хирĕçле кĕрешнĕ партизан отрячĕн операцисене хастар хутшăннă.
1941 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче Лиза Чайкинăна Пенона тăшман гарнизонĕн йышне пĕлсе килме янă. Çула май хĕрача Красное Покатище хутора, Маруся Купорова - хăйĕн юлташ хĕрĕ - патне кĕнĕ, унта ăна староста асăрханă та нимĕçсене систернĕ. Нимĕçсем Купоровсен килне кĕрсе, çемьине персе пăрахнă, Лиза Чайкинăна Пенона тытса кайнă. Асаплантарсан та, вăл партизан отрячĕ пирки нимĕн те каласа паман. 1941 çулхи чӳкĕн 34-мĕшĕнче ăна персе пăрахнă[1].
1942 çулхи пушăн 6-мĕшĕнчи СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хутайĕпе Елизавета Ивановна Чайкинăна Совет Союзĕн Паттăрĕ ячĕпе (вилнĕ хыççăн) тивĕçтернĕ. Çаплах Лиза Чайкинăна Ленин орденĕпе чысланă[2].
Лиза Чайкинăна Пено паççулкин скверĕнче пытарнă.
Чыславсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Совет Союзĕн Паттăрĕн «Ылтăн çăлтăр» медалĕ (1942 çулхи пушăн 6-мĕшĕ, вилнĕ хыççăн)
- Ленин орденĕ (1942 çулхи пушăн 6-мĕшĕ, вилнĕ хыççăн)
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тулаш ӳкерчĕксем | |
---|---|
Аннотаци хăми, Санкт-Петербург | |
Аннотаци хăми, Сумă | |
Аннотаци хăми, Мускав |
- Чылай хулари урамсем, çав шутра Мускавра, Санкт-Петербургра, Александровра, Алматара, Брестра, Аслă Лукире, Винницăра, Выксăра, Гроднора, Губкинра, Донецкра, Днепропетровскра, Запорожьере, Ишимбайра, Хусанта, Карагандара, Кемĕрте, Кировра, Костанайра, Краснодарта, Красноярскра, Луганскра, Магнитогорскра, Минскра, Нальчикре, Нежинре, Новокузнецкра, Çĕн Çĕпĕрте, Одессăра, Омскра, Перĕмре, Петрозаводскра, Петропавловскра, Петропавловске-Камчатскийре, Пинскра, Рыбинскра, Кисанра, Сарнăра, Светлăйра, Севастопольре, Симферопольре, Таганрогра, Тамбовра, Теплогорскра, Тĕверте, Тольяттире, Темиртаура, Тулăра, Сочире, Урюпинскра, Чĕмпĕрте, Ĕпхӳре, Хабаровскра, Харьковра, Челепире, Шупашкарта, Ялтăра, Ярославльте, Аçтăрханра, Волгоградра, Королёвра.
Ӳнерте
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лиза Чайкинан паттăрлăхне Н. З. Бирюковăн «Чайка» романĕнче, М. И. Комиссаровăн «Лиза Чайкина» поэминче кăтартнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Полевой Б. Н. Жанна Д'Арк верхневолжских лесов / Самые памятные: Истории моих репортажей. — {{{1}}} м: Молодая гвардия, 1980, стр. 141—148
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1988. — Т. 2 /Любов — Ящук/. — 100 000 экз. — ISBN 5-203-00536-2
- Легендарные Герои-комсомольцы. Вып V и VI. 1973
- Михайлов Н. Лиза Чайкина. Библиотечка молодого партизана. Вып.6 — М.: Молодая гвардия, 1942
- Такоев К. Связистка Л. Чайкина. — М., 1947
- Бирюков Н. З. «Чайка», 1945
- Комиссарова М. И. Лиза Чайкина. — М.: Моск. рабочий Калинин. отд-ние, 1986
- Комиссарова М. И. Наша Чайка. — М., 1976
- Когда им было двадцать. Сборник. Кн.2 — М.: Политиздат, 1981
- Алексеев А. Лиза Чайкина — М.: газ. Правда, 2003 ISBN 5-85024-134-5
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Запись № 405338528(ĕçлемен каçă) ОБД «Мемориал». Книга памяти. Тверская область. Том 4.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза тов. Чайкиной Е. И.» от 6 марта 1942 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1942. — 25 марта (№ 9 (168)). — С. 1.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чайкина Елизавета Ивановна «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
- Число мар formatnum аргументлӑ страницӑсем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Тĕвер облаçĕнче çуралнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Хĕрарăмсем вăрçăсенче
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинчи партизансем
- Персе пăрахнисем
- ССКП пайташĕсем
- Тĕвер облаçĕнче пытарнисем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем