Чайкина Елизавета Ивановна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Чайкин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Лиза Чайкина
Елизавета Ивановна Чайкина
Yelizaveta Chaikina.jpg
СССР почтă маркки
Çуралнă вăхăт 1918 çул, çурла, 28
Çуралнă вырăн Руно ялĕ,
Пе́но районĕ,
Калинин облаçĕ
(халĕ Тĕвер облаçĕ)
Вилнĕ вăхăт 1941 çул, чӳк, 23
Вилнĕ вырăн Пено паççулки,
Пе́но районĕ,
Калинин облаçĕ
(халĕ Тĕвер облаçĕ)
Пăхăнулăх Flag of the Soviet Union.svg
Çапăçусем/вăрçăсем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg
Ленин орденĕ

Елизаве́та Ива́новна Ча́йкина (çурла, 28, 1918 ç., Ру́но ялĕ, Пе́но районĕчӳк, 23 1941 ç., Пе́но паççулки) — Калинин (халĕ Тĕвер) облаçĕнчи Пено вăрттăн комсомол райкомĕн секретарĕ, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи партизан отрядне йĕркелекенсенчен пĕрри, Совет Союзĕн Паттăрĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1918 çулхи çурлан 38-мĕшĕнче Тĕвер облаçĕнчи Пено районĕнчи Руно ялĕнче çуралнă. Вырăс. Вăтам пĕлӳ илнĕ.

ПРКП(б) пайташĕ (1939). 1939 çулта ăна Пено комсомол райкомĕн секретарĕ пулма суйланă. 1941 çулта Лизăна Калинин (халĕ Тĕвер) хулине облаçри парти тата комсомол ĕçтешĕсен курсне вĕренме янă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ВЛКСМ Пено райкомĕн секретарĕ Лиза Чайкина çамрăксен вăрттăнла организацине ертсе пынă, Великие Луки облаçĕ тата Калинин облаçĕсен территорисенче тăшмана хирĕçле кĕрешнĕ партизан отрячĕн операцисене хастар хутшăннă.

1941 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче Лиза Чайкинăна Пенона тăшман гарнизонĕн йышне пĕлсе килме янă. Çула май хĕрача Красное Покатище хутора, Маруся Купорова - хăйĕн юлташ хĕрĕ - патне кĕнĕ, унта ăна староста асăрханă та нимĕçсене систернĕ. Нимĕçсем Купоровсен килне кĕрсе, çемьине персе пăрахнă, Лиза Чайкинăна Пенона тытса кайнă. Асаплантарсан та, вăл партизан отрячĕ пирки нимĕн те каласа паман. 1941 çулхи чӳкĕн 34-мĕшĕнче ăна персе пăрахнă[1].

1942 çулхи пушăн 6-мĕшĕнчи СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хутайĕпе Елизавета Ивановна Чайкинăна Совет Союзĕн Паттăрĕ ячĕпе (вилнĕ хыççăн) тивĕçтернĕ. Çаплах Лиза Чайкинăна Ленин орденĕпе чысланă.

Лиза Чайкинăна Пено паççулкин скверĕнче пытарнă.

Чыславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Nuvola apps kview.png Тулаш ӳкерчĕксем
Searchtool.svg Аннотаци хăми, Санкт-Петербург
Searchtool.svg Аннотаци хăми, Сумă
Searchtool.svg Аннотаци хăми, Мускав

Ӳнерте[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лиза Чайкинан паттăрлăхне Н. З. Бирюковăн «Чайка» романĕнче, М. И. Комиссаровăн «Лиза Чайкина» поэминче кăтартнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Полевой Б. Н. Жанна Д'Арк верхневолжских лесов / Самые памятные: Истории моих репортажей. — {{{1}}} м: Молодая гвардия, 1980, стр. 141—148
  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1988. — Т. 2 /Любов — Ящук/. — 100 000 экз. — ISBN 5-203-00536-2
  • Легендарные Герои-комсомольцы. Вып V и VI. 1973
  • Михайлов Н. Лиза Чайкина. Библиотечка молодого партизана. Вып.6 — М.: Молодая гвардия, 1942
  • Такоев К. Связистка Л. Чайкина. — М., 1947
  • Бирюков Н. З. «Чайка», 1945
  • Комиссарова М. И. Лиза Чайкина. — М.: Моск. рабочий Калинин. отд-ние, 1986
  • Комиссарова М. И. Наша Чайка. — М., 1976
  • Когда им было двадцать. Сборник. Кн.2 — М.: Политиздат, 1981
  • Алексеев А. Лиза Чайкина — М.: газ. Правда, 2003 ISBN 5-85024-134-5

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Запись № 405338528 ОБД «Мемориал». Книга памяти. Тверская область. Том 4.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Чайкина Елизавета Ивановна «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче