Контент патне куҫ

Лымарев Александр Андреевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Александр Лымарев
Çуралнă чухнехи ят: Александр Андреевич Лымарев
Çуралнă вăхăт: 1983, кăрлач, 18
Çуралнă вырăн: Мускав, СССР
Гражданлăх: Раççей
Професси: актёр
Карьера: 2003 — хальхи кунсем
IMDb: ID 2376844

Александр Андреевич Лымарев (кăрлач, 18 1983 çур.) — раççей кинопа театр актёрĕ.

Саша 1983 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. Пиллĕк çултанах степ ташшипе хăтланнă. Унăн пĕрремĕш верентӳçи ват кукаçи — РСФСР халăх артисчĕ Сергей Александрович Русанов.

1993 çулта Александр Раççейĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Иванович Кирсанов патĕнче степ ташлама вĕренет. 1996 çулта Европăри степ чемпионатĕнче Александр бронза медале çĕнтерсе илет. Ку унăн пĕрремĕш ăнăçăве пулать. 1997 çулта Александр Лымарев тата Кирсанов патĕнче вĕренекен Антон Молотков «Братья ПарАвозовы» степ-дуэт йĕркелеççĕ. Çичĕ çул хушши вĕсем хăйсен программипе Мускавăн каçхи клубĕсенче ĕçлеççĕ. Пĕрремĕш вĕсем «Тропикана» ресторанра пуçлаççĕ.

В. И. Кирсанов канашĕпе, Александр 15 çултанпа тимлĕнех театр училищине кĕме хатĕрленме тытăнать. Гуманитари колледжран вĕренсе тухсан вăл Тĕнчери славян институчĕн актёр факультетне, Ю. М. Авшаровăн курсне пĕлӳ пухма кĕрет. 1-мĕш курса вĕçлесен Александра Родион Овчинников ăна Б. Щукин ячĕллĕ театр училищине хăйĕн курсне чĕнет.

Пуларулăх ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2003 çулта, тăваттăмĕш курсра вĕренекенскер, Александр Леонид Марягин режиссёрăн «Здравствуй, столица!» фильмĕнче Сева Мокшин тĕп рольне сăнарлать. Çав çултах Александр Лымарев криминаллă «Медовый месяц» мелодрамăра тĕп роле вылять. Ăнчах та çамрăк актёр 2004 çулта РЕН-ТВ телеканалра «Солдаты» сериалта Михаил Медведев салтака выляса паллă пулать. 2006 çулта украин режиссёрĕн Александра Кириенкăн «Сăрă тӳпе» фильмĕнче Марк Задуха Киев кĕпернетĕрĕн ывăлĕн тĕп рольне вылять. 2007 çултанпа Александр А. Арбузов пьесипе хатĕрленĕ «Ватă Арбатăн юмахĕсем» спекталĕнче вылять, 2009 çултанпа «Самая, самая» пьесинче тăрăшать. А. Лымарев «Барин, пора жениться» спектакльте хевтелет. Кунсăр пуçне вăл фотографипе, компьютерпа тата графикăпа кăсăкланать.

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Европăри степ чемпионачĕн бронзине тивĕçнĕ (1996)
  • Ялтăри VI Мĕнпур тĕнчери продюсер фильмĕсен фестивалĕнче «Чи паха арçын ролĕ» номинацире «Оранжевое небо» илемлĕ фильмри рольшĕн (2006) парнене тивĕçнĕ
  • Тĕвер хулин XVI «Çăлтăрлăх» кинофестивалĕн этем пĕрлĕхĕн жюри «Нулевой километр» (2008) фильмри Костя ролĕшĕн «Чи паха арçын ролĕ» номинацире «Ылтăн Çăлтăр» парнене тивĕçтернĕ[1]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Кинофестиваль «Созвездие» 2010 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.